Наградăна боеца малти линире панă.
Ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин Пушкӑртри Дюртюли районӗнче ҫуралса ӳснӗ ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакана, Паттӑрлӑх орденӗпе наградӑласси ҫинчен калакан указа алӑ пуснă.
Патшалӑх наградине арҫын малти линире илнӗ. Дюртюли районӗн пуҫлӑхӗ Риф Юсупов пирӗн боец тактикӑлла вӗренӳ тата хатӗрленӳ шайне кӑтартни ҫинчен каласа панă. Защитник юлташӗсемпе пӗрле тӑшман разведкине пӗтерсе тӑкнӑ.
- Пирӗн Дюртюли ҫӗрӗ ҫакӑн пек маттур йӗкӗтсене воспитани панӑшӑн савӑнатӑп! - палӑртнă Риф Юсупов социаллӑ сечӗсенче.
Сӑнӳкерчӗкĕ: социаллă сетьрен.