Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
21 Июнӗн 2023, 12:26

СВОна хутшӑнакансем юридика пулӑшăвĕ ыйтма Пушкӑртстанри "Защитники Отечества" Фонда кайма пултараҫҫӗ

Кун пирки "Башинформ" ИА площадкинче журналистсене Гульнур Кульсарина каласа панӑ.

СВОна хутшӑнакансем юридика пулӑшăвĕ ыйтма Пушкӑртстанри  "Защитники Отечества" Фонда кайма пултараҫҫӗ
СВОна хутшӑнакансем юридика пулӑшăвĕ ыйтма Пушкӑртстанри "Защитники Отечества" Фонда кайма пултараҫҫӗ

Кун пирки "Башинформ" ИА площадкинче журналистсене "Защитники Отечества" регионти филиалӑн ертӳҫи, Патшалӑх Пухӑвӗн - Курултайăн депутачӗ Гульнур Кульсарина каласа панӑ.
Аса илтеретпӗр, Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе кӑҫалхи апрель уйӑхӗнче ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшма фонд туса хунӑ, унӑн тӗп тӗллевӗ - ветерансене, вилнӗ тата аманнӑ боецсен ҫемйисене социаллӑ майпа пулăшасси.

Пресс-конференци шайӗнче Пушкӑртстанри Фонд филиалӗпе патшалӑх юридика бюровӗ, ҫавӑн пекех республикӑри адвокат палати хушшинчи килӗшӳсене алӑ пуснӑ.

Ҫав хушӑрах фондӑн хĕрÿ линийӗ ҫине кулленех ыйтусем – йӑлари ыйтусенчен пуҫласа юридика консультацисем таран -чылай килет. Боецсене физкультурӑпа реабилитаци тӑвас, ҫавӑн пекех вӗсене ӗҫпе тивӗҫтерес ӗҫ хастар пырать. Сӑмах СВО ветеранӗсене вӗрентесси, урăх ĕçе вĕренесси, квалификацине ÿстересси ҫинчен пырать.

Экспертсем палӑртнӑ тӑрӑх, тӗп тӗллев – СВО ветеранӗсене, ҫавӑн пекех вӗсен ҫемйисен членӗсене пулӑшу памалли майсем ҫинчен пӗлтересси. Демобилизаципе килнӗ ҫынсем кирек хӑш самантра та пулӑшу ыйтма тата ӑна оперативлӑ илме пултарнине пӗлччӗр.


https://mgazeta.com/news/novosti/2023-06-20/uchastniki-svo-mogut-obratitsya-v-fond-zaschitniki-otechestva-bashkirii-za-yuridicheskoy-pomoschyu-3307020

 

 

СВОна хутшӑнакансем юридика пулӑшăвĕ ыйтма Пушкӑртстанри  "Защитники Отечества" Фонда кайма пултараҫҫӗ
СВОна хутшӑнакансем юридика пулӑшăвĕ ыйтма Пушкӑртстанри "Защитники Отечества" Фонда кайма пултараҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: