Çутă çул
+20 °С
Облачно
Общество
22 Июня 2023, 08:15

Радий Хабиров Пушкӑртра Ҫӗнтерĕве ҫывхартнисене асра тытни ҫинчен каласа панă

Геройсене ӗмӗр - ӗмӗрех асра тытмалла.

Радий Хабиров Пушкӑртра Ҫӗнтерĕве ҫывхартнисене асра тытни ҫинчен каласа панăРадий Хабиров Пушкӑртра Ҫӗнтерĕве ҫывхартнисене асра тытни ҫинчен каласа панă
Радий Хабиров Пушкӑртра Ҫӗнтерĕве ҫывхартнисене асра тытни ҫинчен каласа панă

Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров хӑйӗн телеграм-каналӗнче Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи архив ӳкерчӗкӗсене пичетлесе кӑларнӑ.

"Ҫак ӳкерчӗксем ҫинче – пирӗн пулас Геройсем Минигали Шаймуратовпа Тагир Кусимов. Вӗсене вӑрҫӑ пуҫламӑшӗнче, фронта ӑсатас умӗн ӳкерсе илнӗ. Легендарлӑ 112-мӗш Пушкӑрт Дивизийӗн воинӗсемпе пӗрле ытти ҫулсенчи кадрсем те пур. Вӗсем пурте - Пушкӑртстанри Наци архивӗнчен", - тесе ҫырнӑ вӑл.
Радий Хабиров Пушкӑртстанра иртнисене питӗ хисепленине, пирӗн паттӑр асаттесем ҫинчен асра тытма пурне те тунине, хальхи вӑхӑтра хӑш-пӗр ҫӗршывсем историе урăхлатса ҫырса илнӗ чухне уйрӑмах пӗлтерӗшлине палӑртнӑ.
"Тавтапуç сăнÿкерчĕкĕсене, ҫырӑвӗсене тата тӗрлӗ тапхӑрти ытти документсене тӳлевсӗр паракан ҫынсене, ҫав пуянлӑха хаклакан архив ӗҫченӗсене. Паян пирӗн ҫӗршывра - Астăвăмпа хурлӑх кунӗ. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ пуҫланнӑ кун. Ҫапӑҫура та, тылра та Ҫӗнтерӗве ҫывхартнисене, фронтран таврӑнманнисене пурне те астӑватпӑр. Геройсене ӗмӗр - ӗмӗрех асра тытмалла", - палӑртнă Радий Хабиров.

https://www.bashinform.ru/news/social/2023-06-22/radiy-habirov-rasskazal-kak-v-bashkirii-hranyat-pamyat-o-teh-kto-priblizhal-pobedu-3309334

 

Сăнÿкерчĕкĕ: Радий Хабировăн телеграм-каналĕнчен.

 

 

Радий Хабиров Пушкӑртра Ҫӗнтерĕве ҫывхартнисене асра тытни ҫинчен каласа панă
Радий Хабиров Пушкӑртра Ҫӗнтерĕве ҫывхартнисене асра тытни ҫинчен каласа панă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас