Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
28 Июнӗн 2023, 13:48

Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ ҫынсене Курбан-байрам уявӗпе саламланă

Сире ăс-тăн ҫирӗплӗхӗ, лӑпкӑлӑх тата ырӑлӑх сунатӑп! - палӑртнă Радий Хабиров.

Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ ҫынсене Курбан-байрам уявӗпе саламланă
Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ ҫынсене Курбан-байрам уявӗпе саламланă

Радий Хабиров ҫак пиллӗ кун эпир тӑвансемпе тата туссемпе пӗрле пухӑннине палӑртнă.
– Пулӑшас тата тӑрӑшас текенсене алӑ тӑсса паратпӑр. Атте- аннесем патне ҫӳретпӗр, асаттемӗрсене аса илетпӗр, ҫамрӑксене ӑс-хакӑл йӑли-йӗркисене вӗрентетпӗр.

Паян пирӗн пӗтӗм шухӑш - Тӑван çӗршыв шӑпи ҫинчен. Мăсăльмансен пӗтӗм ӑсӗ Ҫӳлти Турра Украинӑра фашизма хирӗҫ тӑракан Раҫҫей салтакӗсемшӗн хӗрӳллӗ кӗл тăватпăр.

Пирӗн священниксем малти линире боецсемпе юнашар тӑраҫҫӗ, вӗсене пулӑшаҫҫӗ, вӗрентеҫҫӗ. Мăсăльмансемпе ытти конфессисен представителӗсем спецоперацие хутшӑнакансене, Раҫҫейӗн ҫӗнӗ регионӗсенче пурӑнакансене калама ҫук пысӑк пулӑшу параҫҫӗ.

Ҫак сӑваплӑ уяв салтаксене йывӑр ӗҫ валли, ҫӗнтерӳ валли вӑй патӑр. Вӗсем киле ырă-сывă таврӑнччӑр. Пире кунта пӗр-пӗринпе туслӑ ӗҫлеме, ырӑ ӗҫсем тума ятăр.

Сире ăс-тăн ҫирӗплӗхӗ, лӑпкӑлӑх тата ырӑлӑх сунатӑп! - палӑртнă Радий Хабиров.

Паян, июнӗн 28-мӗшӗнче, Пушкӑртстанӑн Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров "Ляля-Тюльпан" собор мечĕтне ҫитсе курнӑ. Кунта Курбан-байрам уявӗ ячӗпе уяв проповедьне ирттернĕ. Службӑна Аслӑ муфтий, Раҫҫей мусульманӗсен тӗп ӑс-хакӑл управленийӗн председателӗ Талгат Таджуддин ирттернӗ. Республика ертӳҫи мăсăльмансене уяв ячӗпе саламланӑ та приход ҫыннисене сывлӑх суннӑ.


- Ҫак кунсенче эпир Раҫҫейпе Пушкӑртстанри пуянлӑха хӑйсен ӗҫӗпе ӳстерекенсемшӗн пуриншӗн те кӗл тӑватпӑр.

Пурне те тӑнӑҫлӑх, ырлӑх, чечекленӳ сунас тетӗп. Сирӗн килӗрсенче ӑшӑ та хӑтлӑ пултӑр, - тенӗ Радий Хабиров.

https://mgazeta.com/news/novosti/2023-06-28/glava-bashkirii-pozdravil-zhiteley-s-prazdnikom-kurban-bayram-3318490

 

 

Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ ҫынсене Курбан-байрам уявӗпе саламланă
Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ ҫынсене Курбан-байрам уявӗпе саламланă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: