Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
30 Июнӗн 2023, 11:48

Радий Хабиров "Башкортостан" доброволецсен полкне çар ялавĕ тыттарнă

Пушкӑрт ертӳҫи тӑван ҫӗршыва боецсене чӗррӗн те сыввӑн кӗтнине палӑртнă.

Радий Хабиров "Башкортостан" доброволецсен полкне çар ялавĕ тыттарнă
Радий Хабиров "Башкортостан" доброволецсен полкне çар ялавĕ тыттарнă

Июнӗн 29-мӗшӗнче Самара облаҫӗнче республика Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров доброволецсен "Башкортостан"
мотострелковӑй полкӑн çар пӗрлешӗвӗн площадкине ҫитсе курнӑ.
Савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура регион ертӳҫи полк командирне подразделенин çар ялавне тыттарнă та состава палӑртнӑ задачӑсене ӑнӑҫлӑ пурнӑҫлама суннă.

"Башкортостан" мотострелковӑй полкӑн тӗп подразделенийӗсене йӗркелесе çитернине Радий Фаритович палӑртнӑ. Ҫитес вӑхӑтра харпӑр хӑй составне комплектлани вӗҫленет.

Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ каланӑ тӑрӑх, полкри пӗтӗм личнӑй состав халӗ хирте вӗренӳпе тактика занятийӗсем ирттерет.

– Çар ялавне парса, ҫакна каласшӑн: "Башкортостан" мотострелковӑй полкра пуласси – пысӑк яваплӑх. Ҫавӑнпа та эсир хӑвӑр тивӗҫе чыслӑн пурнӑҫласса шанатӑп. Республика сирӗнпе хӑвӑр службӑн пур тапхӑрӗнче те пулать, - тенӗ Радиий Хабиров. – Сирӗн пурин те тӑвансем, ҫывӑх çыннăрсем пур – аçу-амăр, арӑмăрсем, ачăрсем. Пирӗн задача - вӗсемшӗн тӑрӑшасси. Эсир ҫапӑҫнӑ вӑхӑтра эпир яланах сирӗн ҫемьесемпе юнашар пулăпӑр. Ҫирӗп сӑмах паратӑп сире. Тивӗҫлӗ ӗҫлӗр, лайӑх ӗҫлӗр.

Пушкӑрт ертӳҫи тӑван ҫӗршыва боецсене чӗррӗн те сыввӑн кӗтнине палӑртнă.

Полк командирӗ доброволецсен подразделенине йӗркелеме пулӑшнӑшӑн, ҫавӑн пекех хӑйӗн составне мӗн кирлипе пурĕнпе те пулӑшнӑшӑн Пушкӑрт ертӳлӗхне тав тунă. Вӑл "Башкортостан" полк стройӗнче тӑракансем çар задачине пурнӑҫлама пултарнине палӑртнă.

https://mgazeta.com/news/novosti/2023-06-29/radiy-habirov-vruchil-boevoe-znamya-dobrovolcheskogo-polka-bashkortostan-3322104

 

Радий Хабиров "Башкортостан" доброволецсен полкне çар ялавĕ тыттарнă
Радий Хабиров "Башкортостан" доброволецсен полкне çар ялавĕ тыттарнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: