Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Общество
3 Июлӗн 2023, 06:13

Пушкӑрт ҫынни СВОна хутшӑнакансем валли внедорожник хӑй тунă

Александрӑн машинӑсене улӑштармалли опыт пур.

Пушкӑрт ҫынни СВОна хутшӑнакансем валли внедорожник хӑй тунăПушкӑрт ҫынни СВОна хутшӑнакансем валли внедорожник хӑй тунă
Пушкӑрт ҫынни СВОна хутшӑнакансем валли внедорожник хӑй тунă

Пушкӑртстанри Чишма районӗнчи Александр Лизогуб интернетра пирӗн боецсем тӑшман танкӗсене аркатса тӑкнӑ та хӑйсем тунӑ автомобиль-внедорожник машинӑпа хӑвӑрт вырӑнтан куçнине ролик курнă. Александрӑн машинӑсене улӑштармалли опыт пур, ҫавӑнпа та вӑл, ҫавӑн пекех туса, ӑна СВО зонине яма шутланă.

Арҫын хӑйӗн соцсетӗнче укҫа-тенкӗ пухасси пирки пĕлтернĕ, çырăнакансене ӗҫ мӗнле пыни ҫинчен каласа панӑ. Хатӗр каркаса вӑл 110 пин тенкӗпе туяннӑ — ӑна илме Мускав облаҫне кайса килме тивнӗ. Пĕри мастера тимӗр листасем, трубасем, тепри кирлӗ хатӗрсем илсе килнӗ. Ҫапла вара пӗтӗм тӗнчипех багги-автокросс пухнӑ.

Пушкӑрт ҫыннисем, контракт тӑвас текенсем, пӗр справка номерӗпе 177, Ситуаци центрне 122 е (347) 218-19-19, е ҫывӑхри "Мои документы" МФЦ номерĕпе усӑ курма пултараҫҫӗ.

https://www.bashinform.ru/news/svo/2023-07-03/zhitel-bashkirii-svaril-samodelnyy-vnedorozhnik-dlya-uchastnikov-svo-3324675

 

 

Пушкӑрт ҫынни СВОна хутшӑнакансем валли внедорожник хӑй тунă
Пушкӑрт ҫынни СВОна хутшӑнакансем валли внедорожник хӑй тунă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас