Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Общество
3 Июлӗн 2023, 05:06

Путин тинӗспе юханшыв флочӗн работникӗсен профессионализмне палӑртнă

#владимирпутин

Путин тинӗспе юханшыв флочӗн работникӗсен профессионализмне палӑртнăПутин тинӗспе юханшыв флочӗн работникӗсен профессионализмне палӑртнă
Путин тинӗспе юханшыв флочӗн работникӗсен профессионализмне палӑртнă

#владимирпутин

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин июлӗн 2-мӗшӗнче Раҫҫей морякӗсемпе речникӗсене професси уявӗпе саламланă. Салам телеграммине Кремль сайчӗ ҫинче пичетлесе кӑларнӑ.

Раҫҫей лидерӗ тинӗспе юханшыв флочӗн ӗҫченӗсен профессионализмне пула отрасль аталаннине, хӑвӑртлӑхсем ӳссе пынине палӑртнӑ.

"Шыв транспорчӗ пирӗн ҫӗршыв историйӗнче, пӗрлехи экономика анлӑшне йӗркелессинче, социаллӑ сферӑна аталантарассинче яланах пысӑк вырӑн йышӑнса тӑнӑ", — тенӗ вӑл.

Президент асӑннӑ сферӑра пассажирсемпе çăк турттарасси ӳснине, ҫыран хӗрринчи, логистика инфратытӑмӗ лайӑхланнине кӑтартнă.

Ҫавӑн пекех вӑл карап ҫӳрев хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерессине уйрӑм тимлӗх уйӑрнине, инноваци технологийӗсем ӗҫе кӗнине палӑртнӑ.

"Малта сирӗн — Раҫҫейӗн ҫӗнӗ регионӗсенче шыв транспорчӗн ӗҫне йӗркелесси, партнерсен малашлӑхлӑ ҫыхӑнӑвӗсене тата тӗнчери суту-илӳ коридорӗсене йӗркелесси, кирлӗ туризм маршручӗсем тăвасси", — хушса хунӑ Раҫҫей лидерӗ.

Юлашкинчен Президент палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама тинӗспе юханшыв флочӗн ӗҫченӗсене тата чи лайӑххине суннă.

 

Сăнÿкерчĕкĕ: ТАСС/Владимир Смирнов.

https://iz.ru/1537994/2023-07-02/putin-otmetil-professionalizm-rabotnikov-morskogo-i-rechnogo-flota

 

 

Путин тинӗспе юханшыв флочӗн работникӗсен профессионализмне палӑртнă
Путин тинӗспе юханшыв флочӗн работникӗсен профессионализмне палӑртнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас