+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Ҫил хӗвелпе туслӑ,
Сывлӑм вара — курӑкпа.
Лӗпӗшпе чечек туслӑ,
Туслӑ эпир санпа.
Туссемпе ҫурмалла
Валеҫме хавас эпир!
Туссене вӑрҫăшма
Нихҫан та кирлӗ мар!
Кистенлĕпуçĕнчи ял клубӗнче ачасем "Туссен кунне" пысӑк савӑнӑҫпа паллӑ тунă. Ҫав кун ачасем "Паллашар, туслӑ пурӑнар" вӑйӑ вылянă, туссем ҫинчен юрӑсем, сӑвӑсем, ваттисен сăмахĕсене аса илнĕ. Алхасуллӑ ӑмӑртусем, хаваслӑ конкурссем, шӳтсемпе юрӑсем ирттернĕ. Праҫник ачасене хаваслӑх, савӑнӑҫ тата кулӑллă пысӑк запасне панă.
#ДвороваяПлощадка2023
#ДетскийОтдых
#Кистенли-ИвановскийСК
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕпуçĕнчи ял клубӗн социаллă сетьри страницинчен.