Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр!
Сухоречка ял совечӗн кӗмӗл ҫулхи волонтерĕсем СВОна хутшӑнакансене пулӑшаҫҫӗ.
— Пӗлтӗр кӗркунне пирӗн ял библиотеки спецоперацие хутшӑнакан боецсем валли гуманитари конвойӗ валли япаласем пухас енӗпе хӑйне евӗрлӗ центр пулса тӑчӗ, — тет Сухоречкăри ял библиотекин библиотекарĕ Галина Петровна Габдрахманова. — Эпир малтан хамӑр ял тӑрӑхӗнчи тӑхӑр ял тӑрӑх сурӑх ҫӑмӗ пуҫтартăмăр, ӑна тасатрăмăр, турарăмăр, ҫӑм нускисем ҫыхма ҫип арларӑмӑр. Унтан чӗнÿ пӑрахрăмăр та салтаксем валли пиҫиххисем, ҫаннисем ҫине георгиевски лентӑллӑ "Хамӑр ҫын" ҫыхӑсем ҫӗлеме пуҫларăмăр. Унтан ҫар госпиталӗсем валли минтерсемпе простыньсем ҫӗлерĕмĕр. Ӳт-пӗвӗн ампутациленӗ пайӗсем валли носкисем ҫыхрăмăр, ҫавӑн пекех салтак каскисем айне такăнма тюбетейка-подшлемниксем те хатĕрлерĕмер.
Галина Петровнӑн пулӑшу ушкӑнне ҫӗр ҫынна яхӑн пӗрлешнĕ. Кусем, тӗпрен илсен, кӗмӗл ҫулсенчи волонтерсем: вĕсем пурте тенĕ пек 50+ ÿсĕмрисем. Пулӑшу ушкӑнне Сухоречка ял советӗнчи мĕнпур ялсенче пурӑнакансем хутшӑннӑ. Ҫӗнӗ Биктяшра, Мăратăмра тата Сухоречкăра маскировка сечĕсене активлӑ ҫыхаҫҫӗ.
— Ҫынсем хӑйсем пултарнӑ таран пулӑшаҫҫӗ: хӑшӗ укҫапа, хӑшӗ япалапа тата апат-ҫимӗҫпе, - тет Галина Петровна. — Эпир салма та турăмăр, тушенка та пӗҫертӗмӗр. Ку ӗҫ малалла пырать.
Владимир СМОЛОВ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир Смолов.