Çутă çул
+4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
19 Июлӗн 2023, 09:37

"Школьник" лавккана кӗме ан манăр

Ачасем валли таварпа тата шкул хатӗрӗсемпе суту-илÿ тăвакан лавккана уçнăранпа 10 ҫул пулать.

"Школьник" лавккана кӗме ан манăр
"Школьник" лавккана кӗме ан манăр

Ачасем валли таварпа тата шкул хатӗрӗсемпе суту-илÿ тăвакан лавккана уçнăранпа 10 ҫул пулать.

Кунта тӗрлӗ ҫулти ҫынсем кĕреççĕ, анчах та Алена Георгиевна Михайловапа Эльвира Галинуровна Ахметова сутуçăсем каланă тăрăх, "Школьник" лавккана час-часах кĕрекенсем шкулчченхи тата шкул ҫулне ҫитнӗ ачасен амӑшӗсемпе кукамӑшӗсем. Вӗсем кунта час-часах ачасемпе пӗрле килеҫҫӗ.

— Пирӗн хӑтлӑ лавккара ачасем валли таварсен ассортименчӗ питӗ пысӑк, — тет сутуҫӑра 15 ҫул ытла ӗҫлекен Алена Михайлова. — Кунта пин ҫурӑ тĕрлĕ япала шутлама пулать. Вӗсем, паллах, шкул хатӗрӗсем, канцтоварсем. Ҫавӑнпа эпир часах сентябрӗн 1-мӗшӗ тӗлне хатӗрленме тытӑнатпӑр.

— Пирӗн чи пӗчӗккисемпе шкул ҫулне ҫитмен ача-пӑча теттисен ятарлӑ пайӗ пур, — калаҫӑва хутшӑнать Эльвира Ахметова. — Ача-пӑча кӗнекисен уйрӑмӗ те пур.

Сутуҫӑсем иккӗшӗ те пӗр харӑс 2023 ҫулта "Школьник" лавккана уçнăранпа шӑпах 10 ҫул тултарни ҫинчен пӗлтерчĕç. Августӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа сентябрӗн 1-мӗшӗччен лавккара юбилей ячӗпе тавар илекенсем валли ҫӑмӑллӑхсем енӗпе акци туса хурӗҫ. Тата парнесем те пулĕç.

Владимир СМОЛОВ.

Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир Смолов.

 

 

"Школьник" лавккана кӗме ан манăр
"Школьник" лавккана кӗме ан манăр
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: