Çутă çул
+4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
21 Июлӗн 2023, 12:29

Пушкӑртри сакӑр ача ашшӗ Тӑван çӗршыва хӳтӗлеме контрактник пулса ҫырӑннӑ

"Ачасем - савӑнӑҫ, анчах ҫавӑн пек професси те пур - Тӑван çӗршыва хӳтӗлесси."

Пушкӑртри сакӑр ача ашшӗ Тӑван çӗршыва хӳтӗлеме контрактник пулса ҫырӑннӑ
Пушкӑртри сакӑр ача ашшӗ Тӑван çӗршыва хӳтӗлеме контрактник пулса ҫырӑннӑ

Пушкӑртри Благовар районӗнче пурӑнакан "Тарзан" позывнойлă - туслӑ ҫемье пуҫлӑхӗ. Вӑл сакӑр ача пӑхса ӳстерет! Асли 34 ҫулта ӗнтӗ, кӗҫӗнни - виҫҫӗре.
"Ачасем - савӑнӑҫ, анчах ҫавӑн пек професси те пур - Тӑван çӗршыва хӳтӗлесси. Эпӗ военкоматра заявлени ҫырма килсен ҫаплах каларӑм. "Унта кирлӗ", - тет боец.
"Благоварские вести" хаҫат журналисчӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, "Тарзан" национальноçпа нимӗҫ. Нумай ҫул каялла вӑл ҫӗршывран Германие тухса кайнӑ, анчах кӑшт вӑхӑт иртсен каялла таврӑннӑ. Европӑри ырлӑхсене пӑрахӑҫласа, вӑл ялти ахаль пурнӑҫа, вӗҫӗ-хӗррисӗр уй-хирсене, пирӗн ҫӗршыври юханшывсен пуянлӑхне суйласа илнӗ.

"Пултараймастӑп, хам ҫуралнӑ ҫӗре туртать мана. Тӑван çӗршывӑн илемӗпе чапне унран инҫетре пулсан ҫеҫ хаклама пулать. Эпӗ пĕтĕмлетÿ турӑм та решени йышӑнтӑм. Каялла таврӑнсан, ҫӗнӗрен пурӑнма пуҫларăм, кӑкӑр тулли сывласа илтĕм. Усалпа кӗрешме хӑнӑхас ҫук! Эпӗ 10 ҫул милицире служит турӑм, шухӑшлама та май ҫук йывӑрлӑхсем тӳссе ирттертӗм. Кунта та пурне те тÿсетĕп", - каласа парать вӑл.

Эпир маларах каласа панӑ тӑрӑх, Пушкӑрт ҫыннисем РФ Оборона министерствипе контракт тӑвасшӑн пулсан Пӗр справка номерӗпе 117, Лару-тӑру центрне 122 е (347) 218-19-19, е тата "Мои документы" МФЦ ҫывӑхри офиса е башбат.рф. сайтра чӗнÿ яма пултараҫҫӗ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: ВК Марат Юсупов.
https://www.bashinform.ru/news/svo/2023-07-20/v-bashkirii-otets-vosmi-detey-zapisalsya-kontraktnikom-chtoby-zaschischat-rodinu-3348828

 

 

 

Пушкӑртри сакӑр ача ашшӗ Тӑван çӗршыва хӳтӗлеме контрактник пулса ҫырӑннӑ
Пушкӑртри сакӑр ача ашшӗ Тӑван çӗршыва хӳтӗлеме контрактник пулса ҫырӑннӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: