0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пишпÿлекре субботник пулнӑ, унта хутшӑнакансем Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçисен паркне тирпейленӗ.
Пишпÿлек районӗ малалла улшӑнса пырать! Районта пурӑнакансем хӑйсем тӑрӑшнипе, вĕсем пурте экологи акцийӗсене тӑтӑшах хутшӑнаççĕ. Тӗрлӗ организацисен сотрудникӗсемпе ветерансен юхӑмӗн представителӗсем Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçисен паркӗнче йӗрке тунă. Пуҫтарӑнса, территорине ҫӳп-ҫапсенчен тасатнă, тӗмсене касса вакланă. Парк палӑрмаллах илемленнӗ. Ӗҫе хутшӑннисене пурне те тавтапуҫ!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.