Çутă çул
+8 °С
Ҫумӑр
Статья
Кистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклăÇирĕклĕ клубӗнче паттӑрлӑх урокӗ иртнĕ Пушкӑртри пилотсӑр авиасистемăсен тӗрӗслев центрӗ аккредитаци иртнӗЗастройщикам рассказали об изменениях законодательства в сфере строительстваПродлён приём заявок на конкурс «Лучшие товары Башкортостана»Михайловкăри вăтам шкулта "Зарница" ҫарпа спорт вӑййи иртнĕРайонти ача-пӑча библиотекинче Ача-пӑча тата ҫамрӑксен кӗнеке эрни пуçланнăÇирĕклĕ клубӗнче ачасем сӗтелҫи вӑййисем вылянă
Пур хыпар та
10
Общество
24 Июлӗн 2023, 12:57

Раҫҫей Президенчӗ Уфара иртекен Пӗтӗм тӗнчери сурдлимпиецсен "Мы вместе. Спорт" Ҫуллахи вӑййисене хутшӑнакансене саламланă

Сывлӑх тӗлӗшӗнчен хавшакрах ҫынсене тулли пурнăçпа пурăнма условисем туса парасси – пирӗн обществӑлла пӗлтерӗшлӗ приоритетсенчен пӗри.

Раҫҫей Президенчӗ Уфара иртекен Пӗтӗм тӗнчери сурдлимпиецсен "Мы вместе. Спорт" Ҫуллахи вӑййисене хутшӑнакансене саламланă
Раҫҫей Президенчӗ Уфара иртекен Пӗтӗм тӗнчери сурдлимпиецсен "Мы вместе. Спорт" Ҫуллахи вӑййисене хутшӑнакансене саламланă

Владимир Путин Уфара иртекен "Мы вместе. Спорт" Пĕтĕм тӗнчери сурдлимпиецсен Ҫуллахи вӑййисене хутшӑнакансене саламланă. Тивӗҫлӗ телеграммӑна Кремль сайчӗ пичетлесе кӑларнӑ.

– Сире саламлатӑп тата Пушкӑртстанӑн тӗп хулинче "Мы вместе. Спорт" Ҫуллахи сурдлимпиецсен вӑййисем" Пĕтӗм тӗнчери спорт ӑмӑртӑвӗсене уҫнӑ ятпа саламлатӑп.

Сывлӑх тӗлӗшӗнчен хавшакрах ҫынсене тулли пурнăçпа пурăнма условисем туса парасси – пирӗн обществӑлла пӗлтерӗшлӗ приоритетсенчен пӗри. Кунта пур ҫул-йӗр те, ҫав шутра спортпа аппаланма май пурри те пӗлтерӗшлӗ. Юлашки ҫулсенче ҫӗршывӑн пур регионӗнче те тренировкӑсем ирттермелли инфратытӑм йӗркеленсе лайӑхланать, тӗрлӗ ӑмӑртусемпе турнирсем йӗркеленеҫҫӗ, вӗсен хушшинче кӑҫалхи "Мы вместе. Спорт" сурдлимпиецсен ҫуллахи вӑййисем пек мероприятисем пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ.

Ӑмӑртӑва хутшӑнакансем хӑйсен ӑсталӑхне, характерне, ирӗкне кӑтартасса, вӗсен ҫитӗнӗвӗсем ыттисемшӗн хавхалантаракан тӗслӗх пулса тӑрасса, тӗрлӗ ҫулсенчи ҫынсене хӑйсене, хӑйсен вӑйне тата майӗсене ӗненме пулӑшасса шанатӑп. Паллах ӗнтӗ, атлетсен тренерӗсемпе наставникӗсене, воспитанниксене професси тата пурнӑҫ опытне пӗр шеллемесӗр валеҫекенскерсене, вӗсене кӗрешме тата ҫӗнтерме вӗрентекенсене уйрӑм тав сӑмахӗсем. Сире ырӑ сунатӑп, — палӑртнă Владимир Путин.

Сăнÿкерчĕкĕ: http:/ kremlin.ru/

https://mgazeta.com/news/novosti/2023-07-23/prezident-rossii-poprivetstvoval-uchastnikov-mezhdunarodnyh-letnih-igry-surdlimpiytsev-my-vmeste-sport-kotorye-prohodyat-v-ufe-335194

 

 

Раҫҫей Президенчӗ Уфара иртекен Пӗтӗм тӗнчери сурдлимпиецсен "Мы вместе. Спорт" Ҫуллахи вӑййисене хутшӑнакансене саламланă
Раҫҫей Президенчӗ Уфара иртекен Пӗтӗм тӗнчери сурдлимпиецсен "Мы вместе. Спорт" Ҫуллахи вӑййисене хутшӑнакансене саламланă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: