Хушăлкари ял библиотекин ача-пӑча кану площадкин виҫҫӗмӗш кунӗ - Илемлӗхпе сывлӑх кунӗ. Ҫыннӑн илемӗ тулашри ҫеҫ мар, шалти те пулать. Хутшӑнакансемпе ҫын чунӗн илемӗ ҫинчен каласу ирттернĕ. Ачасемпе пӗрле "Витаминия" ҫӗршыва çул ҫӳрени" тунă. Ҫын валли кирлӗ витаминсем тата вӗсем мӗнле продуктсенче пулни ҫинчен калаҫнă. Ачасем чи усӑллӑ тата паллӑ А,В,С, Д витаминсем пур пахчаҫимӗҫсемпе улма-ҫырласене ӳкернĕ. Шӑл кариесĕн профилактикине туса ирттернĕ. Кун вĕçĕнче, яланхи пекех, хускануллӑ вӑйӑсем вылянă. Вӗсем ачасене хавхалантараҫҫӗ вӗт-ха, кун каҫиччен хавхаланăвăн зарядне параççĕ.
#БиблиотекаДосуг
#ЛетоКнига
Сăнÿкерчĕкĕсем: Хушăлкари ял библиотекин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public131542087