

#владимирпутин
РФ Президенчӗ Владимир Путин повесткăпа военкомата пыманшӑн 30 пин тенкӗ таран штраф, сведенисем тӑратманшӑн 5 пин тенкӗ таран ӳстермелли саккун ҫине алӑ пуснӑ. Тивӗҫлӗ документа тунтикун, июлӗн 31-мӗшӗнче право информацийӗн официаллӑ порталӗнче пичетлесе кӑларнӑ.
Ҫавӑн пекех юридика сăпачĕсем ҫар учетне тăратма граждансен списокӗсене тӑратманшӑн 400 пин тенкӗ таран тÿлĕç.
Медицина тӗрӗслевӗнчен пӑрӑннӑшӑн 3 пинрен пуҫласа 25 пин тенкӗ таран штрафсем ӳснӗ. Ҫар учечӗн докуменчӗсене пӑснӑшӑн е ҫухатнӑшӑн 5 пин тенкӗ таран штрафсене хӑпартнӑ.
Кунсӑр пуҫне патшалӑх е организацисен должноҫри çынсене ҫар учетне ертсе пыма кирлӗ сведенисене вӑхӑтсӑр тӑратнӑшӑн 40 пинрен пуҫласа 50 пин тенкӗ таран илессипе явап тыттараççĕ.
Сăнÿкерчĕке: ТАСС/Донат Сорокин.