2023 ҫулхи октябрӗн 1-мӗшӗччен Баймак, Благовещенск, Ишимбай, Нуриман, Хайбулла тата Уфа районӗсен ҫулӗсем ҫинче виçегабаритлă тӗрӗслевӗн тепĕр ҫичӗ комплексне вырнаҫтарӗç, пӗлтернӗ "Транспорт сехетĕнче". Канашлу ӗҫне республика ертӳҫи Радий Хабиров хутшӑннӑ.
Паянхи кун регионта автоматизациленӗ 13 комплекс ӗҫлет, ҫав комплекссем тивӗҫлӗ нагрузкӑсенчен, ҫавӑн пекех габаритлӑ параметрсенчен тата транспорт режимӗнчен пысӑкрах пулнине палӑртаҫҫӗ.
Радий Хабиров Уфа таврашӗнчи ҫулсен лаптӑкӗсене, ҫавӑн пек комплекссем вырнаҫтарса лартма кирлине палăртма тата çак енĕпе ӗҫлеме хушнӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Валерий Шахов.