Çутă çул
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
3 Августӑн 2023, 16:19

Сывлӑш десант ҫарӗсен кунне паллӑ тунă

Пишпÿлекри Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçисен паркĕнче Сывлăш десант çарĕсен кунне халалласа чаплӑ митинг иртнĕ.

Сывлӑш десант ҫарӗсен кунне паллӑ тунă
Сывлӑш десант ҫарӗсен кунне паллӑ тунă

Пишпÿлекре Сывлӑш десант ҫарӗсен кунне паллӑ тунă. Кун пирки район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Артур Зарипов хӑйӗн социаллă сетьри страницинче каласа панă:

— Пӗтӗм Раççей Сывлăш десант ҫарӗсен кунне паллӑ тӑвать. Ку вӑл Раҫҫей ҫарӗн мухтавӗпе паттӑрлӑхне кӑтартакан чи ҫутӑ ҫар уявӗсенчен пӗри. Десантниксене ҫар элити тесе шутлаҫҫӗ. Çар вӗренĕвĕ, ҫирӗп характерпа пиҫӗхнӗскер, пӗрремӗш сигналпа кирек мӗнле задание те кайма, ӑна кирек мӗнле пулсан та пурнӑҫлама хатӗрскерсем – ҫаксем пурте вӗсем ҫинчен. Эпир ӑна халӗ, СВОна хутшӑнакан ачасен тӗслӗхӗпе, ҫӗнӗрен ӗненетпӗр. Чӗре чӗннипе, тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхне сыхласа хӑварас тесе малти линие каякан ветерансен тӗслӗхӗпе. Эпир сирӗнпе тивӗҫлипе мăнаçланатпӑр!

Пишпÿлекри Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçисен паркĕнче Сывлăш десант çарĕсен кунне халалласа чаплӑ митинг иртнĕ. Тӗлпулӑва пирӗн район тусӗ Рамиль Бадамшин тата спецоперацие хутшӑнакан боецсем килни савӑнтарать. Десант ҫарӗсен командующийӗ Василий Филиппович Маргелов легендарлӑ генерал бюстне шӑпах ҫак кун уҫни те пĕлтерĕшлĕ. Сывлăш десант çарĕсен ветеранĕсем тӑрӑшнипе тунă палӑртнӑ бюст пирӗн ҫӗршыва тулашри хӑрушлӑхсенчен хӳтӗлекен десантниксен паттӑрла ӗҫӗсем ҫинчен аса илтерекен вырӑн пулса тӑрĕ. Ҫак обелиска тума хутшӑннисене пурне те тавтапуҫ!

Сире пӗтӗм чӗререн ырӑ, ҫирӗп сывлӑх тата ҫитӗнӳсем сунатӑп! Сире тата сирӗн ҫывӑх ҫыннӑрсене телей сунатӑп! Паллах, пуҫ тӑрринче мирлӗ тӳпе пултăр!

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/officialbiz

 

 

 

Сывлӑш десант ҫарӗсен кунне паллӑ тунă
Сывлӑш десант ҫарӗсен кунне паллӑ тунă
Сывлӑш десант ҫарӗсен кунне паллӑ тунă
Сывлӑш десант ҫарӗсен кунне паллӑ тунă
Сывлӑш десант ҫарӗсен кунне паллӑ тунă
Сывлӑш десант ҫарӗсен кунне паллӑ тунă
Сывлӑш десант ҫарӗсен кунне паллӑ тунă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: