Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Общество
6 Августӑн 2023, 12:08

"Башкортостан" доброволецсен полкĕн боецсем малти линие кайма хатӗр

Боецсем хушшинче - Мечетлĕ районӗнчи ПР тава тивӗҫлӗ врачĕ пур.

"Башкортостан" доброволецсен полкĕн боецсем малти линие кайма хатӗр"Башкортостан" доброволецсен полкĕн боецсем малти линие кайма хатӗр
"Башкортостан" доброволецсен полкĕн боецсем малти линие кайма хатӗр


"Башинформ" журналисчĕ Эдуард Кускарбеков полкри вӗренӳ базинче пулнӑ. Ҫар ҫыннисен кунӗсенче пĕр минут та пушă мар: ÿт-пÿ, тактика, вут-хĕм хатӗрленĕвĕ, пӗрремӗш пулӑшу памалли хӑнӑхусем, теори никӗсӗ – пулас хутшӑнусене кун хыҫҫӑн кун тӗпчесе вӗренни.
Ахмет Давлетов ячӗллӗ медицина роти вӗренӳ полигонӗнче тӑрать. Боецсем хушшинче - Мечетлĕ районӗнчи ПР тава тивӗҫлӗ врачĕ пур. "Дед" позывнойлă хӑй мӗн курни-илтни ҫинчен каласа панă. Вӑл каланӑ тӑрӑх, анестезиологӑн 30 ҫулхи опычӗ малти линире питӗ кирлӗ.

"Деда" приемнӑй-сортировочнӑй взвод командирӗ тунӑ. Вӑл ертсе пынипе медиксем аманнисене эвакуацилеҫҫӗ. Взводра хирургсем, анестезиологсем, фельдшерсем, медсестрасем, санитарсем. Взвод хальхи вӑхӑтра ҫапӑҫу условийӗсенче ӗҫсем туса пырать.

Медсестра-анестезиолог "Дельта" позывнойпе хӑй кадрти ҫар ҫыннисен ҫемйинчен пулни ҫинчен пӗлтернӗ. Хӗрарӑм ҫарта служит тунӑ, 90-мӗш ҫулта Яков Алксис ячӗллӗ Ригăри ҫар авиацийӗн аслӑ инженери училищинче медсестра пулнӑ.

– Чӗре чӗннипе контракт ҫине алӑ пусрӑм. Эпӗ халӗ ҫапӑҫакан ачасене пулӑшма пултаратӑп, - тенӗ вӑл.

Тагир Кусимов генерал ячӗллĕ батальонри "Баркас" позывнойлă боец та хӑй мӗн курни-илтни ҫинчен каласа панă:

– Манăн нихҫан та служит тума тӳр килмен, анчах пăлханмастăп. Пире лайӑх хатӗрлеҫҫӗ.

Пӗтӗмӗшпе илсен, доброволецсем пурте хӑйсен ÿпкелешĕвĕсемпе асӑрхаттарӑвӗсем ҫукки ҫинчен пӗлтернӗ. Апат-ҫимӗҫ, обмундировани тата хӗҫпӑшал тӗлӗшпе йывӑрлӑхсем ҫук. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, ҫапӑҫури пӗрлешӳ штатри йӗркепе иртет.
https://mgazeta.com/news/novosti/2023-08-03/boytsy-dobrovolcheskogo-polka-bashkortostan-gotovy-otpravitsya-na-peredovuyu-3371879

 

 

"Башкортостан" доброволецсен полкĕн боецсем малти линие кайма хатӗр
"Башкортостан" доброволецсен полкĕн боецсем малти линие кайма хатӗр
Автор:Марина Иванова
Читайте нас