Пишпÿлек районӗнчи вӗренӳ учрежденийӗсем ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗрленеҫҫӗ. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланас умӗн вӗренӳ учрежденийĕсен ертӳҫисемпе тата вӗренӳ ӗҫченӗсемпе канашлу ирттернӗ. Шкулсемпе ача сачӗсене хатӗрлессине сӳтсе явнă, ҫитӗнӳсене те, йывӑрлӑхсене те палӑртнă. Пурте ĕçлĕ режимра. Ҫапах та канашлӑвӑн тӗп событийӗ педагогсем хӑйсен ӗҫтешӗпе тӗл пулни, вӑл пӗлтӗрхи сентябрь уйӑхӗнче, чӗре чӗннипе тата присяга панӑ тӑрӑх СВО зонине кайнă, халӗ кӗске вӑхӑтлӑха отпуска килнĕ. Хӑйӗн ӗҫӗн профессионалӗ, питӗ кирлӗ специалист тӑван ҫӗршывшӑн йывӑр вӑхӑтĕнче хӑйне чӑн-чӑн патриот пек кӑтартнă. Приказ илсен, пӗр минут та иккӗленсе тӑмасӑр, вӑл передовоя тухса кайнӑ, унта халӗ те хӑйне чи лайӑх енчен кӑтартса парать. Офицер пулнӑ май ӑна 30 яхӑн ҫар ҫынни пӑхӑнса тӑрать. Çапăçу линийӗнче службӑра тӑраҫҫӗ, ҫапӑҫусене тӳрремӗнех хутшӑнаҫҫӗ. Унӑн каласа памалли нумай. Паян та вӑл ӗҫтешӗсемпе калаҫнӑ чухне вӗсен ыйтӑвӗсене пурне те хуравланă. Ҫак 11 уйӑх пулман пекех,"Уфа" ( боецăн позывнойĕ) кулакан, уҫӑ кӑмӑллӑ ҫынах юлнă. Унпа калаҫнӑ чух, шӑпах ҫакӑн пек ачасене пула - ансат та ҫав вӑхӑтрах хӑюллӑ та шанчӑклӑ парӑма пула, эпир пурпӗрех ҫӗнтеретпӗр текен ӑнлану çуралать ĕнтĕ!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Артур Зариповăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/arturzaripov74\