Çутă çул
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
7 Августӑн 2023, 10:18

Сӑнавҫӑсен вĕренÿ курсӗ иртнӗ

Сăнавçăсем шутланӑ тӑрӑх, пӗлӳ илнисем пурте сентябрьте пулас суйлавсенче кирлӗ пулаҫҫӗ.

Сӑнавҫӑсен вĕренÿ курсӗ иртнӗ
Сӑнавҫӑсен вĕренÿ курсӗ иртнӗ

Августӑн 3-4-мӗшӗнче Пишпÿлекре 2023 ҫулхи сентябрӗн 10-мӗшӗнче иртекен ПР Патшалӑх Пухӑвӗн – Курултайăн депутачĕсен суйлавĕнчи обществӑлла сӑнавҫӑсен курсӗ иртнӗ.

ПР Общество палати йӗркеленӗ занятисен шайӗнче сӑнавҫӑсем умӗнче опытлӑ лекторсем – суйлавсене сӑнаса тӑракан общество Штабӗн ертӳҫин çумĕ Лида Исаргакова, тата Акмулла ячĕллĕ БГПУ правопа обществознани кафедрин доценчӗ Салават Мусифуллин тухса калаҫнӑ. Занятисен шайӗнче лекторсем суйлав процесӗн уйрӑмлӑхӗсем ҫинчен, суйлав ирттернӗ кунсенчи ӗҫӗн енӗсем ҫинчен, саккунсене улӑштарни ҫинчен каласа панă. Конкретлӑ тӗслӗхсенче ӗҫ вӑхӑтӗнче пулма пултаракан пӑсӑк тӗссене пӑхса тухнӑ. Сăнавçăсем шутланӑ тӑрӑх, пӗлӳ илнисем пурте сентябрьте пулас суйлавсенче кирлӗ пулаҫҫӗ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/officialbiz

 

 

Сӑнавҫӑсен вĕренÿ курсӗ иртнӗ
Сӑнавҫӑсен вĕренÿ курсӗ иртнӗ
Сӑнавҫӑсен вĕренÿ курсӗ иртнӗ
Сӑнавҫӑсен вĕренÿ курсӗ иртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: