Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
15 Августӑн 2023, 11:37

Пурнӑҫра туслӑх яланах кирлӗ

Ҫын инкекӗ ҫине агрессипе сӳрӗккӗн пӑхмалла мар.

Пурнӑҫра туслӑх яланах кирлӗ
Пурнӑҫра туслӑх яланах кирлӗ

Туслӑх теми кирек хӑш ҫулти ҫыншӑн та пĕлтерĕшлĕ.Туслӑх мӗн пӗчӗкренех хаклине ӑнланма вӗрентни питӗ кирлӗ. Ачана хӑй таврашӗнчи ҫынсемпе туслӑ та килӗштерсе пурӑнма вӗрентни питех те кирлĕ. Ҫемьере е ӗҫре, кӳршӗсемпе е палламан ҫынсемпе пӗрле пулмалла. Хавхалантарас, кирлĕ пулсан пулӑшас пулать. Ҫын инкекӗ ҫине агрессипе сӳрӗккӗн пӑхмалла мар. Кун пирки Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкул ҫумӗнчи лагере ҫӳрекен ачасемпе калаҫу ирттернĕ. Вӗсем преподавательсемпе пӗрле районти тӗп библиотекӑн вулав залĕнче пулнă. Унта вĕсем этем туслӑхӗн пӗлтерӗшӗпе правилисем ҫинчен калакан видеоматериалсем тата С.Я. Маршакăн "Кушак ҫурчӗ" юмахне пăхнă.Туслӑх ҫинчен, ырӑ ӗҫсем ҫинчен тата ытти нумай япаласем ҫинчен ачасем хӑйсем ăнлантарса каласа пама тӑрӑшнă.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/bssh2

 

Пурнӑҫра туслӑх яланах кирлӗ
Пурнӑҫра туслӑх яланах кирлӗ
Пурнӑҫра туслӑх яланах кирлӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: