#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин августӑн 15-мӗшӗнче Ингушети пуҫлӑхӗпе Махмуд-Али Калиматовпа тӗл пулнӑ май чылай ыйтӑва сӳтсе явнӑ, ҫав шутра регионти производство ыйтăвне те.
Тӗлпулӑва уҫнӑ май Раҫҫей лидерӗ ял хуҫалӑх тата промышленноҫ производствин ӳсӗмӗ ҫине кӑтартнӑ.
Ингушети пуҫлӑхӗ, хӑй енчен, кӑҫал тырпул тухӑҫлӑхне ӳстернине ҫирӗплетнӗ — пӗтӗмӗшле тырпул тухӑҫӗ 280 пин ытла тоннăпа танлашнӑ.
Кунсӑр пуҫне, Калиматов каланӑ тӑрӑх, республика мӑйракаллӑ вак выльӑх йышне ӳстернӗ. Ҫавӑн пекех удобренисемпе вӑрлӑх уйӑрассине тӗрӗслеве илнӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ТАСС/Дмитрий Ягодкин.
https://iz.ru/1559297/2023-08-15/putin-obsudil-s-glavoi-ingushetii-urozhai-v-regione