Çутă çул
+22 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
17 Августӑн 2023, 12:39

Путин Раççей ҫыннисем пулӑ сахал çинине палăртнă

#владимирпутин

Путин Раççей ҫыннисем пулӑ сахал çинине палăртнă
Путин Раççей ҫыннисем пулӑ сахал çинине палăртнă

#владимирпутин
РФ Президенчӗ Владимир Путин Раҫҫей ҫыннисем ҫулталӑкра вӑтамран 5,4 кг сахалрах пулӑ çинине палӑртнӑ. Кун ҫинчен вӑл августӑн 16-мӗшӗнче правительствӑпа канашлура пӗлтернӗ.
Физкультурӑпа спорт темине сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн патшалӑх лидерӗ сывлӑхшӑн тулăх апат-ҫимӗҫ, ҫав шутра тинӗс продукчӗсем те пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнă.

"Пулӑ ыйтни пирӗн 2022 ҫулта ҫын пуçне 22,6 кг пулнă, Сывлах сыхлав министерстви сӗнӗвӗсемпе вара ҫыннăн 28 кг çимелле", - тенӗ Президент, Росрыболовство пуҫлӑхӗнчен Илья Шестаковран кирлӗ результата тума мĕн кансӗрлени ҫинчен ӑнлантарса.
Путин пулӑ продукцийӗ турттармалли проблемӑсем ҫине кӑтартнă.

"Анчах, шел пулин те, Европа пайне илсе ҫитерме пултаракан япаласене Мурманскран та пурне те илсе ҫитереймеҫҫӗ", — тесе пӗтӗмлетнӗ вӑл.

Сӑнӳкерчӗкĕ: Известия/Артем Коротаев.
https://iz.ru/1559986/2023-08-16/putin-posetoval-na-nizkoe-potreblenie-ryby-sredi-rossiian

 

 

Путин Раççей ҫыннисем пулӑ сахал çинине палăртнă
Путин Раççей ҫыннисем пулӑ сахал çинине палăртнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: