Çутă çул
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
17 Августӑн 2023, 15:13

Уяра Аслӑ Турӑпа ҫыхӑнтарнӑ, вӑл Турӑ амӑшӗн атрибучӗ пулнӑ

Ситекри ял библиотекинче туслӑ хутшӑну сехечӗ иртнӗ.

Уяра Аслӑ Турӑпа ҫыхӑнтарнӑ, вӑл Турӑ амӑшӗн атрибучӗ пулнӑ
Уяра Аслӑ Турӑпа ҫыхӑнтарнӑ, вӑл Турӑ амӑшӗн атрибучӗ пулнӑ

Ситекри ял библиотекинче туслӑ хутшӑну сехечӗ иртнӗ: "Хӗвеллĕ ҫуллан 33 вăрттăнлăхӗ". Мероприяти пуҫламӑшӗнче ачасем библиотекарьпе пӗрле ҫуллахи каникулӑн савӑнӑҫлӑ та пĕр хуйхӑ-суйхӑсӑр вăрттăнлăхӗсене уҫнă, ҫулла чи лайӑх вӑхӑт тесе, хӗвеллĕ ҫуллан вӑрттӑнлӑхӗсене каласа панă. Туссемпе савӑнӑҫлӑ тӗлпулусем, юратнӑ кӗнекесене вулани, ҫулҫӳревсем. Ачасем юмахри тӗнчене кӗрсе юмахсен тупсӑмĕсене тупнă, интереслӗ вӑйӑсене хутшӑннă литература викторинин ыйтӑвӗсене хирӗҫ ответленĕ, унтан картонтан уярсем касса кӑларнă. Уяр пур йӑла-йӗркере те ӑнӑҫу, ырӑ хыпар, ырӑлӑх, каҫару символӗ пулса тӑрать. Уяра тупасси лайӑх паллӑ шутланнӑ, ҫавӑнпа та ачасем уяра пӳрне ҫине лартса:"Уяр, пӗлӗтелле вӗҫсе кай, унта санӑн ачусем канфет ҫиеҫҫӗ, пурне те пӗрер, сана пӗр чӗптӗм те çук", - тенӗ. Уяра Аслӑ Турӑпа ҫыхӑнтарнӑ, каярахпа вӑл Турӑ амӑшӗн атрибучӗ пулнӑ.

#КнигаЛето🌈
#БиблиотекаДосуг

Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекри ял библиотекин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club153390409

 

Уяра Аслӑ Турӑпа ҫыхӑнтарнӑ, вӑл Турӑ амӑшӗн атрибучӗ пулнӑ
Уяра Аслӑ Турӑпа ҫыхӑнтарнӑ, вӑл Турӑ амӑшӗн атрибучӗ пулнӑ
Уяра Аслӑ Турӑпа ҫыхӑнтарнӑ, вӑл Турӑ амӑшӗн атрибучӗ пулнӑ
Уяра Аслӑ Турӑпа ҫыхӑнтарнӑ, вӑл Турӑ амӑшӗн атрибучӗ пулнӑ
Уяра Аслӑ Турӑпа ҫыхӑнтарнӑ, вӑл Турӑ амӑшӗн атрибучӗ пулнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: