Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
19 Августӑн 2023, 12:47

"Илемлĕ мар чечексем пулмаççĕ"

Чечексем — манӑн пӗтӗм пурнӑҫ.

"Илемлĕ мар чечексем пулмаççĕ"
"Илемлĕ мар чечексем пулмаççĕ"

— тесе шутлать Ăхпуçĕнчи Валентина Леонтьева хӑйсен участокӗнче 60 ытла ятлă тӗрлӗ тӗслӗ чечексем ÿстерекен.
— Эпӗ Ăхпуçĕнче ҫуралса ӳснӗ. Малтан тӑван ялта вӗреннӗ, вӑтам шкула Пишпÿлекре вӗренсе тухнӑ, интернатра пурӑннӑ. Вӗрентӗм, "Автонормаль" заводра виҫӗ ҫул ӗҫлерӗм, унтан клубра художество ертӳҫи пултӑм, манӑн ӗҫ биографийӗнче "библиотекарь" тесе ҫырни те пур. Атте-анне ялхуҫалӑх ĕçĕнче малта пыракансем пулнӑ. Эпӗ ачаранпах чечексемпе интересленеттӗм. Астӑватӑп, аннене чечек ӳстерме вырăн ытларах хӑварма ыйтаттăмччӗ, анчах ун чухне ун пек тӗрлӗ чечексем ҫукчӗ, килти хуҫалӑхра та ҫӗрулмипе кӑшман нумай ӳстермеллеччӗ, — каласа парать чечек ӑсти.
Валентина Александровна хӑйӗн ача чухнехи ӗмӗчӗ ҫинчен каласа пачӗ: вӑл чечек патшалӑхӗнче пурӑнасшӑн, таврара пур ҫӗрте те чечеклӗ пултӑр тесе ĕмĕтленнĕ. Паян ку ӗмӗт 100 процента пурнӑҫа кӗнӗ.
- Чечексем — манӑн пӗтӗм пурнӑҫ. Вӗсем ман яланах пӗрремӗш вырӑнта. Кашни ҫулах ҫӗнететӗп вӗсене, çуллен мӗнле те пулин ҫӗнӗ йышши илемпи пултăр тесе тӑрӑшатӑп. Кӑҫал виҫӗ тĕрлĕ рудбекия лартрӑм, шел, пурте шăтмарĕç. Вӑрлӑха специализациленӗ лавккара кашнинчех икӗ-виçĕ пин тенкӗлӗх туянатӑп, нумайӑшне чечекне тăкнă хыҫҫӑн хам пухатӑп. Чечексем нумай, пурне те каласа та пӗтереймӗн: астра, люпин, гацани, бальзамин, портулак, космея, йӗтӗн, виола, утмӑлтурат, цини, мӑкӑнь, нигеллӑ, незабудкӑ, алиссум, левкой,тĕрлĕ колокольчиксем, дельфиниум, шӑршăллă пӑрҫа, календула, хризантема, лили, иберис, клещевинӑ, диморфотек, георгинă, рудбеки, бархатцы, мимоза, молодило, флокс, наперстянка, гортензи, ромашкă, эшшольци, кобея, лаватера, тюльпан, нарцис, эхинацея, анемона, гелихризум, аквилеги, агератум, каҫхи пике, настурци, розăсем, петуни…
Мӗншӗн ҫав тери нумай? Чун валли! Валентина Александровна каланӑ тӑрӑх, унӑн ытлашши тимлĕх ыйтман, нумай мар тӑкакламалли ӳсентӑрансем. Вӗсен кил-ҫурчӗ таврашӗнчи участока никампа та пӑтраштараймӑн, вӑл ҫуркуннеренпех хуҫисемпе хӑнасене ҫутӑ сӑрӑсемпе савӑнтарать. Ака уйӑхӗн вӗҫӗнче кунта пирвайхи чечексем — ҫеҫпӗлсем, незабудкăсем çеçкене лараҫҫӗ. Каярахпа - нарциссем, гиацинтсем, тюльпансем. Анчах чӑн-чӑн чечек феерийӗ май уйӑхӗнче пуҫланать те кӗркунне пӗтет. Валентина Александровнӑн чечексем хушшинче чи юратнисем ҫук, вӑл хитре мар чечексем пулмаҫҫӗ тесе шутлать.
— Юр ирӗлет кӑна, эпир Николай упӑшкапа ирех ҫӗр ҫинче ӗҫлетпӗр. Кӑҫал хӗлле юр сахал пулчĕ, вӑл та хӑвӑрт ирĕлсе пĕтрĕ, ҫулталӑкӗпех ӗҫленӗ темелле. Сад пысӑк, чечек нумай, ӗҫ ҫителӗклӗ, - каласа парать героиня.
Леонтьевсен усадьбинче кашни тӑваткал метра чечексем, пахча ҫимӗҫ культурисем, улма-ҫырла тӗмӗсемпе йывӑҫсем лартнӑ, ниҫта та ҫӳп-ҫап та, çумкурăк та ҫук. Мӗнле пурне те ӗлкӗреҫҫӗ? Вӗсем вĕт хӗвелпе пӗрле тӑраҫҫӗ, хӑш чухне унран та иртерех.
— Ӳсентӑрансен ӳсӗмӗпе капӑр çеçке çурнин нимӗнле вӑрттӑнлӑхӗ те ҫук. Шаннисене касмалла, тӑрантармалла, шӑвармалла, кӗл тата ҫӗрӗк тăпри имҫампа имҫамламалла. Ҫук, ахаль мар, ӑна чунпа та юратса тумалла. Такам чӗрчунсене е тата мӗн те пулин юратать, эпӗ вара чечексемшӗн савӑнатӑп, вӗсем — манӑн хавхалану, вӑй-хал ҫӑлкуҫӗ. Массӑллӑ чечеке ларнӑ тапхӑрти илеме сӑмахпа каласа пама ҫук, хӑвӑн куҫупа курмалла. Кашни ир манӑн чечексене сывлӑх сунатӑп, калаҫатӑп, хӑш чухне чечексем ытла чаплах мар тесе вӑрҫатӑп, вӗсем мана илтеҫҫӗ пулӗ тесе шутлатӑп, — шӳт тӑвать чечек патшалӑхӗн хуҫи.
Ял ҫыннисем те чечексемшӗн савӑнаҫҫӗ, тӗрлӗ тӗслӗ бутонсен патӗнчен лӑпкӑн иртсе кайма май ҫук.
Тата Валентина Александровнапа Николай Михайлович икӗ ҫӑлкуҫа тирпейлеççĕ: пӗри ялăн Центральная урамӗнче, тепри ҫурта хирӗҫ, 100 метрта вырнаçнă. Вӗсен территорине те кашни ҫул тӗрлӗ тӗслĕ чечексемпе ҫӗнетеҫҫӗ, сезонра темиҫе хутчен территорине тасатаççĕ, çумлаççĕ, çулаççĕ, кулленех шӑвараҫҫӗ. Кӑпӑш клумбӑсем ҫине пӑхсан, унччен кунта ҫын ҫӳллӗш хытхура пулни, вӗсем хушшинче ҫӑлкуҫ пачах ҫухални ҫинчен шухӑшлама та хӑрушӑ.
Сӑмах май, Валентина Александровна ялти палӑк территорине те пӑхма ӗлкӗрет, унта та унӑн тӑрӑшуллӑ аллисем лартнӑ чечексем ӳсеҫҫӗ. Хӗлле лара-тăра пĕлмен хӗрарӑм
йӗлтӗрпе ярӑнать, хӗреспе тӗрлет, вӗтӗ шӑрҫасемпе тĕрлессипе киленет, ӳкерет, ӑста кулинар сӗтелӗ ҫинче яланах вĕри апат. Ҫӗнӗ ҫул валли уяв елкине илемлетме те Леонтьевсем хӑйсем ҫине илнӗ. Ял библиотекарĕ Лия Кириллова каланӑ тӑрӑх, Валентина Александровна пек ҫынсем çинче паян ял тытӑнса тӑрать те: вӑл пур субботниксене, мероприятисене хутшӑнать, чиркӳ хорӗнче юрлать, библиотекӑри чи хастар вулакансенчен пӗри.
Галина ВАРИКОВА.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Галина Варикова.

 

 

"Илемлĕ мар чечексем пулмаççĕ"
"Илемлĕ мар чечексем пулмаççĕ"
"Илемлĕ мар чечексем пулмаççĕ"
"Илемлĕ мар чечексем пулмаççĕ"
"Илемлĕ мар чечексем пулмаççĕ"
"Илемлĕ мар чечексем пулмаççĕ"
"Илемлĕ мар чечексем пулмаççĕ"
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: