"Лица героев" проекта пурнӑҫланӑ май Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн кăнтăрлахи лагерьте нумай пулмасть тӑван яла ҫапӑҫусен зонинчен кӗске вӑхӑтлӑха отпуска килнӗ боец шкул ачисемпе сывпуллашма тӑван шкула кӗнӗ. Раҫҫей ҫар служащийӗсен паттӑрла ӗҫӗсем ҫинчен ҫар служащине ачасем интересленсе итленĕ, шкул ачисен ҫырӑвӗсем пулӑшаҫҫӗ-и, вӗсем пирӗн ҫар ҫыннисене хавхалантараççĕ-и, тесе ыйтнă. Ачасем передовойри кулленхи кунсем ҫинчен, Раҫҫей ҫар служащийӗсен паттӑрла ӗҫӗсем ҫинчен, ҫар спецоперацийӗсене хутшӑнни ҫинчен илтенĕ. Гражданла тата ҫар тивӗҫне Тӑван çӗршыв умӗнче тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлама ҫарта службӑра тӑма кирлине палӑртнӑ.
#НавигаторыДетстваРБ
#НавигаторыДетства02
#Росдетцентр
#Бижбуляк2школа
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.