Августӑн 22-мӗшӗнче Раҫҫей ялавӗн кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак куна уявланӑ май "Дюймовочка" ача сачӗн Йăлпăлакри «Пчелки» ушкăнта ачасене Раҫҫей патшалӑх символӗсемпе паллаштарма палӑртнӑ мероприятисем иртнӗ. Ачасемпе калаҫу ирттернӗ, Раҫҫей символикине ӳкернӗ иллюстрацисене пӑхса тухнӑ: "Ялава пух", "Раҫҫей ялавне туп" дидактика вӑййисене вылянӑ. Ачасем ялав ҫинчен ҫырнӑ сӑвва хавассӑн вӗреннĕ:
Шурӑ— пысӑк пӗлӗт,
Кӑвак кӑн-кӑвак тӳпе, Хӗп-хӗрлӗ хӗвел
Раççее ҫӗнӗ кун кӗтет. Тӑнӑҫлӑх, тасалӑх символӗ
— Ку ман ҫӗршыв ялавӗ.
#деньРоссийскогофлага
Сăнÿкерчĕкĕсем: "Дюймовочка" ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.