Пушкӑртстанра федерацин "Профессионалитет" проекчӗн шайӗнче йышӑну кампанийӗ вӗҫленнӗ. Виҫӗ пин ытла заявлени панӑ. Кун пирки ПР Вӗренӳ тата наука министерстви пӗлтерет.
Пуринчен ытла "Машина технологийӗ", "Информаци тытӑмӗсемпе программӑсем", "Техника эксплуатацийӗ тата электричествӑпа электромеханика оборудованийӗсене тивӗҫтересси" специальноҫсене заявленисем панӑ.
"Профессионалитет" программӑпа вӗренекенсем регионта гарантиленӗ стажировкӑна тата ӗҫе йӗркелессине тивӗҫтереҫҫӗ. Вӗренӳ программисене ӗҫ паракансемпе пӗрле туса хатӗрлеҫҫӗ, кашни студент çумне наставник ҫирӗплетеççĕ.
2023 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗ тӗлне республикӑра чул кӑларакан тата хими, фармацевтика тата клиника медицини, машина тӑвасси, педагогика отрасльсем енӗпе сакӑр кластер ӗҫлет.
2024 ҫулта тепӗр енӗпе тата ултӑ кластер тума палӑртнӑ: машина тӑвасси, хими отраслӗ, искусство тата креативлӑ индустри, ял хуҫалӑхӗ.