Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
29 Августӑн 2023, 15:50

Çар службине чыслӑн пурнӑҫлать

Паттӑрлӑхпа çирĕплĕхшĕн, çар заданисене ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланӑшӑн пирӗн ентеше икӗ медальпе наградӑланӑ.

Çар службине чыслӑн пурнӑҫлать
Çар службине чыслӑн пурнӑҫлать

Украина территорийӗнче ятарлă ҫар операцийӗ пынă чухне пирӗн паттӑр ентешсем хӑйсене ҫӗршывӑн чӑн-чӑн патриочӗсем пек кӑтартаҫҫӗ. Вӗсенчен кашниех Тӑван çӗршыва хӳтӗлес ӗҫе пысӑк тӳпе хывать, пирĕн хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтерет.
Пирӗн ентеш, "Кама" позывнойлă боец, малтанхи кунсенчех спецоперацие хутшӑнать. Паттӑрлӑхпа çирĕплĕхшĕн, çар заданисене ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланӑшӑн пирӗн ентеше икӗ медальпе наградӑланӑ.
— Пишпÿлекри 2-мĕш вӑтам шкулта пӗтӗмӗшле пӗлӳ илсен, ывӑл Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗн Пишпÿлекри филиалĕнче электромонтера вӗренсе тухрĕ, - каласа парать салтак ашшӗ. — Мӗн ачаранпах футболла, волейболла вылять, культура енӗпе ӗҫлет. Военкоматран повестка илсен, ним иккӗленмесӗрех Раççей Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсене сроклă службӑна тухса кайрӗ. Буденновск хулинче артиллери ҫарӗнче службӑна лекрĕ. Тепӗр ҫур ҫултан ҫар службине контракт турĕ. Спецопераци пуҫлансан, вӗсен ҫар чаҫне Украина территорине ячĕç. Службӑна ывӑл малти позицисенче илсе пырать.
Пирӗн ентеш — районти пур ҫыншӑн та хастарлӑх тата мӑнаҫлӑх тӗслӗхӗ. Хӑйӗн служба тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чухне паттӑрлӑхпа çирĕплĕх кӑтартнӑшӑн "Кама" позывнойлă 24 ҫулти кӗҫӗн сержанта , çар расчет командирне II степеньлӗ "Çарти паттӑрлӑхшăн" Раҫҫей Федерацийӗн Оборона министерствин медалӗпе наградӑланӑ. Ҫак кунсенче пирӗн ентеш Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх наградине — Тӑван çӗршыва тата Раҫҫей патшалӑх интересӗсене хӳтӗленӗ чухне паттӑрлӑхпа çирĕплĕх кӑтартнӑшӑн Суворов медальне тивӗҫнӗ.
Спецоперацие хутшӑнакана килте ашшӗпе шӑллӗ, ҫавӑн пекех тӑванӗсемпе тусӗсем кӗтеҫҫӗ.
— Пӗлтӗр декабрь уйӑхӗнче ывӑл кӗске вӑхӑтлӑха отпуска килсе кайрĕ. Унӑн контракчӗн срокӗ май уйӑхӗнчех иртрӗ, анчах РФ Президенчӗн Указӗпе килӗшӳллӗн мобилизаци шайĕнче ҫар служби иртмелли контракт кӑтартӑвӗпе килӗшӳллӗн ӑна ятарлă çар операцийĕ вӗҫленичченех тӑсаҫҫӗ. Пирӗн салтак çаплах Тӑван çӗршыва хӳтӗлет. Ывӑлпа, унӑн чун-хавалӗпе, ҫирӗплӗхӗпе, ҫар тивӗҫне парӑнса пурӑннипе мухтанатӑп, апла пулсан, эпӗ ӑна тӗрӗс пӑхса ӳстернӗ, - вӗҫлет хӑйӗн сӑмахне ҫар ҫыннин ашшӗ.
Ирина ФОМИНА.

 

Çар службине чыслӑн пурнӑҫлать
Çар службине чыслӑн пурнӑҫлать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: