+3 °С
Уҫҫӑнах
Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ ку ыйтӑва ҫирӗппӗн татса пама хушнӑ.
Республика правительствин ЦУРти канашлӑвӗнче Радий Хабиров Пушкӑртра эрех-сӑра законсӑр суту-илӳ тӑвакансене чӑн-чӑн облавӑсем тума сӑмах панӑ. Хабиров каланӑ тӑрӑх, мерӑсем пур пулин те, регионта саккуна пӑсакан ҫынсем килсе тухаҫҫӗ. "Ҫак тупӑшлӑ бизнеса пӗтермелле", - тесе каланӑ Радий Фаритович. Унтан тата, Хабиров полиципе ку тӗлӗшпе договор туни пуррине палӑртнă.