#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин шкул ачине Григорий Васильева унӑн сӑввисене пичетлесе кӑларма пулӑшма сӑмах панă.
Путин ачапа сентябрӗн 1-мӗшӗнче "Пысӑк калаҫу" уҫӑ урок вӑхӑтӗнче калаçнă. Вӑл шкул ачинчен хӑйӗн сăввисенчен мӗн те пулин вуласа пама ыйтнă.
Ача Тӑван çӗршыв ҫинчен ҫырнӑ сӑввине вуласа панă, Президента ку питех те тӗлӗнтернӗ. Уҫӑ урок хыҫҫӑн Путин яшпа кӗскен паллашнă, лешӗ хӑйӗн сӑввисене мӗнле кӑларнипе интересленнӗ. Президентпа калаҫнӑ чухне Васильев хаьлӗхе юрӑхлӑ организаци шыратӑп, тенӗ.
"Ну, мӗнле организацире пичетлесе кăларасси пирки калаҫса татӑлнӑ тесе шутлӑпӑр, юрать-и?"- тенӗ Путин.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Новости РИА/Михаил Климентьев.
https://iz.ru/1568578/2023-09-03/putin-poobeshchal-pomoch-shkolniku-opublikovat-ego-stikhi