2023 ҫулхи сентябрӗн 6-мӗшӗнче ҫул-йӗрпе транспорт инкекӗсен профилактики енӗпе "Хӑрушсӑрлӑх юхӑмӗн пӗрлехи кунне" ирттернӗ. Михайловка ял тăрăхĕнчи ҫамрӑксемпе ӗҫлекен специалист ҫул-йӗрпе транспорт инкекӗсенчен асӑрхаттарас тӗллевпе Михайловкăри вăтам шкулта калаҫу ирттернӗ, шкул ачисене ҫул ҫинче тата урамра хӑрушсӑрлӑх правилисем ҫинчен тепӗр хут аса илтернӗ.
Хуласенче те, ялсенче те пулса иртекен ҫул-йӗрпе транспорт инкекӗсен шучӗ ҫулсеренех ӳссе пырать. Ҫакӑн пек пулса иртнӗ ӗҫсенче ҫул-йӗр правилисене начар пӗлекен е пачах пӗлмен ачасем айӑплӑ.
Пурин те законсемпе ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнмалла тата вӗренмелле.
Тимлӗрех пулӑр!
#БижбулякскийРайон
#ДеньЕдиныхДействий
#ПДД
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри çамрăксен "Вектор" центрĕн социаллă сетьри страницинчен.