Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
9 Сентябрӗн 2023, 16:40

"Башкирское долголетие. Туризм" проект шайӗнче черетлӗ ҫулçÿрев иртнĕ

Пишпÿлек районӗнчи аслӑ ӑру çыннисем килте лармаççĕ - ҫул ҫӳреççĕ.

"Башкирское долголетие. Туризм" проект шайӗнче черетлӗ ҫулçÿрев иртнĕ
"Башкирское долголетие. Туризм" проект шайӗнче черетлӗ ҫулçÿрев иртнĕ

Сентябрӗн 7-мӗшӗнче "Башкирское долголетие. Туризм" проект шайӗнче черетлӗ ҫулçÿрев иртнĕ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Артур Зарипов туристсен ушкӑнне ырӑ сунса ӑсатнӑ. Вӑл ҫулпа киленсе, лайӑх туйӑмсемпе таврӑнма сĕннĕ.
Пишпÿлек районӗнчи аслӑ ӑру çыннисем килте лармаççĕ - ҫул ҫӳреççĕ. Уфа тăрах пӗр кунлăх турта туристсем историллӗ событисем, тӗлӗнмелле фактсем, чаплă ҫынсем ҫинчен пӗлнӗ. Уфари лимонаринче хӑнасем пушкӑрт лимон сорчӗсемпе тата ытти нумай экзотикӑллӑ йывӑҫсемпе паллашнă, тропикри ӳсентӑрансен ырӑ шӑршипе киленнĕ. Пенсионерсем, республикӑн тӗп хулин илемӗпе киленсе, Агидель юханшывӗ тӑрӑх теплоходпа уҫӑлса ҫӳренӗ. Ҫулҫӳревре юрӑсем савӑнӑҫ атмосферине йӗркеленӗ.
2023 ҫулхи социаллӑ проектӑн "Башкирское долголетие. Туризм" квотисем пӗтнӗ. Кӑҫал Пишпÿлек районӗнче пурӑнакан 209 ҫын проекта хутшӑннӑ. "Башкирское долголетие. Туризм" питӗ лайӑх проект, Пишпÿлек районĕнчи аслӑ ӑрури çынсене нумай ҫутӑ туйӑмсемпе лайӑх эмоцисем парнеленӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/officialbiz

 

 

 

"Башкирское долголетие. Туризм" проект шайӗнче черетлӗ ҫулçÿрев иртнĕ
"Башкирское долголетие. Туризм" проект шайӗнче черетлӗ ҫулçÿрев иртнĕ
"Башкирское долголетие. Туризм" проект шайӗнче черетлӗ ҫулçÿрев иртнĕ
"Башкирское долголетие. Туризм" проект шайӗнче черетлӗ ҫулçÿрев иртнĕ
"Башкирское долголетие. Туризм" проект шайӗнче черетлӗ ҫулçÿрев иртнĕ
"Башкирское долголетие. Туризм" проект шайӗнче черетлӗ ҫулçÿрев иртнĕ
"Башкирское долголетие. Туризм" проект шайӗнче черетлӗ ҫулçÿрев иртнĕ
"Башкирское долголетие. Туризм" проект шайӗнче черетлӗ ҫулçÿрев иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: