Сентябрӗн 9-мӗшӗнче пӗтӗм тӗнче Илемлӗх кунне уявлать. Ҫак кун классик каланӑ тӑрӑх, "илем тӗнчене ҫӑлса хӑварать" тени эстетикӑпа кӑмӑл-сипет киленӗвӗ кӳрет. Илем кунне 1995 ҫулта эстетика ыйтӑвӗсемпе интересленекен Тӗнчери комитет вӑйӗпе йӗркеленӗ.
Ачасен кӑмӑл-сипет нормисене йӗркелес тӗллевпе, ырлӑх, илемлӗх, сывӑ пурнӑҫ йӗркине, ҫывӑх ҫынсене, эмоциллӗ лайӑх тӑрӑма юратассипе, Пишпÿлекри «Дюймовочка» ача сачӗн "Солнышко" ушкӑнĕнче илемлӗх кунĕ ирттернĕ.
Илемлӗх кунӗ ирхи ҫаврашкаран пуҫланнă, педагогсемпе ачасем мӗншӗн илемлӗ те тирпейлӗ пулмаллине аса илнĕ.
И.Б. Горяйнова воспитатель "Илемлӗх салонӗ" сюжетпа роль вӑййи йӗркеленӗ. Ачасем парикмахер профессийĕ çинчен пӗлӗвне тарӑнлатнă. Ҫавӑн пекех ачасем тулашӗнчен ҫеҫ мар, чун-чӗрепе те илемлӗ пулмаллине палӑртнӑ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри "Дюймовочка" ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public210640610