Хушăлкари вăтам шкулта ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансемпе тӗлпулу иртнӗ. Боецсем вӗренекенсене ҫар тӑванлӑхĕ, пӗр-пӗрне пулӑшни ҫинчен каласа панă, воинсен паттӑрла ĕçĕсен тӗслӗхӗсене, ҫарта службӑра тӑмалли тӗслӗхсене илсе кӑтартнă, историе вӗренме, иртнӗ ӑрусен тава тивӗҫлӗ ӗҫӗсене асра тытма, Тӑван çӗршыва юратма тата хӳтӗлеме чӗнсе каланă.
Маларах шкул пӗтӗм Раҫҫейри акцие хутшӑннӑ, Раҫҫей ҫар ҫыннисем валли ҫырусемпе ӳкерчӗксем хатӗрленӗ. Ҫакӑн пек ҫырусене передовойра пирӗн боецсем те илнӗ. Вӗсем шкул ачисене пулӑшу сӑмахӗсемшӗн чӗререн тав тунă.
Ҫакӑн пек тӗлпулусем хамăр ҫӗршывшăн мӑнаçланма пулӑшаҫҫӗ. Конкретлӑ тӗслӗхре ачасем чӑн-чӑн геройсем юнашар пурӑннине, паттӑрлӑх, çирĕплĕх, Тӑван çӗршыва юратни - чӑн-чӑн ҫыннӑн пахалӑхӗ пулнине кураççĕ.
Хушăлкари вăтам шкулта вӗренекенсем тата "Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр" акцие те хутшӑнаҫҫӗ. Вĕсем маскировка сечĕсем тунă çĕре хастар хутшăнаççĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Хушăлкари вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public202011028