Римма Минулловна ӗмӗр тӑршшӗпех цифрӑсемпе ӗҫленӗ. 10 класс пӗтернӗ хыҫҫӑнах 1958 ҫулта сельпора, унтан райпора бухгалтерта ӗҫлеме пуҫланӑ, тӑватӑ ҫул райфинотделта экономист пулса тăрăшнă. Куҫăн мар майпа Уфари финанс техникумӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1970 ҫултан пуҫласа 1997 ҫулта тивӗҫлӗ канӑва тухиччен Пишпÿлекри Перекет банкĕн уйрӑмӗнче тӗп бухгалтер пулнă. Хӑш чухне тӗрлӗ отчетсемпе кая юлмалла пулсан та, канмалли кунсемсӗр ӗҫлемелле пулсан та, вӑл кашни кун юратнӑ ӗҫне хаваслансах ҫӳренӗ. Нимӗн те тӑваймӑн, тĕп бухгалтерӑн ӗҫ специфики ҫав тери тимлӗ, тирпейлӗ, хӑйне шеллемесӗр ӗҫлеме хушать.
— Ун чухне районти пур ялсенче те тенӗ пекех Сбербанкăн филиалӗсем пулнӑ, эпир наставниксем пулнӑ, сотрудниксене вӗрентнӗ. Ревизисемпе яланах тухса ҫӳренӗ, тӗрӗсрех каласан, почта уйрӑмӗн тӗп бухгалтерӗпе Ольга Андреевна Куликовапа ҫуран ҫӳренӗ. Халӗ вӗсем ниҫта та ҫук, ялсене автомобиль тухса каять. Ӗҫри ӗҫтешсемпе халӗ те туслӑ пурӑнатпӑр, урамра тӗл пулсан ыталашатпӑр, пурнӑҫпа, сывлăхпа кӑсӑкланатпӑр. Мана яланах: эсӗ пире нихҫан та вӑрҫман, кăшкăрман теҫҫӗ, анчах вӗсем тĕп бухгалтер ӗҫре пулсан, вӗсем те хускалма пултараймаҫҫӗ, тесе шутланă. Кун пек графикшӑн никам та кӳренмен, "кирлӗ" текен сӑмах пулнӑ. Лӑпкӑ ӗҫ, пурне те срок тӑрӑх тӑватӑн. Чи малтан счетсемпе ӗҫлерӗмӗр, каярахпа калькулятор тухрӗ. Ҫын шкулта вӗреннӗ чухнех профессипе паллашма тивӗҫ тесе шутлатӑп, вӗреннӗ хыҫҫӑн юратнӑ ӗҫе ҫӳрес тесен.
Римма Минулловнӑна ӗҫ ҫине тӳрӗ кӑмӑлпа пӑхнӑшӑн, планпа панӑ заданисене ӑнӑҫлӑ пурнӑҫласа пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн, нумай ҫул тата тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн нумай Хисеп грамотисемпе наградӑланӑ.
Минулла Ярулловичпа Камиле Давлетбаевна Саватнеевсен ҫемйинче Римма тӑваттӑмӗш ача пулнӑ, 1941 ҫулта ҫуралнӑ. Ашшӗ Фин вӑрҫин инваличӗ пулнӑ, Ленин ячӗллĕ колхозра тӗп бухгалтерта ӗҫленӗ.
— 1947 ҫулхи сентябрьте пиччесемпе йӑмӑк, тантӑшсем пурте партӑсем хушшине ларчӗҫ, эпӗ пӗчченех юлтӑм, никампа выляма тата кичем. Килте аннене минретме тытӑнтăм, мана шкула илсе кай, шкула илсе кай тесе. Вӑл мана Вера Михайловна Ильмурзина учительница патне илсе кайрĕ, лешӗ мана пӗрремӗш класра вӗренекенсемпе юлашки парта хушшинче лартма килӗшрӗ. Йӑлӑхтарса ҫитерсен, хăех килне кайĕ, терĕ. Ăçта унта! Вӗренме хӑнӑхрӑм, манӑн савӑнӑҫ виҫесӗр пысӑкчӗ, унта мана пурте килӗшетчӗ, эпӗ ун чухне ултӑ ҫулта пулнӑ пулин те, мана шкула ҫӳреме ирӗк пачӗҫ, 1940 ҫулта ҫуралнӑ, тесе ҫырчӗҫ, пӗр ҫул хушса хучӗҫ. Ҫавӑнпа та класра манран икӗ ҫул аслӑрах ачасемпе вӗреннӗ. Астӑватӑп, пире никам та хистемен — хамăр лайӑх вӗренме, ӗҫлеме, мӗнпе те пулин усӑллӑ пулма тӑрӑшнӑ. Ун чухне пурте ҫавӑн пек ӳснӗ. Ун чухне никам та вӑхӑтпа шутлашса тăман — кирлӗ эппин, кирлӗ!
Пиллӗкмӗш класра вӗренекен ачасем колхозра ӗҫленӗ. Алӑпа вир çумланӑ, утӑ ҫулнӑ ҫӗрте ҫитӗннисене пулӑшнӑ, утта çавăрса типĕтнĕ, çавапа ҫулса пӑрахнӑ вӗҫӗ-хӗррисӗр паккуссене кӗреплесемпе пухнă. 13 ҫулта лашасемпе пысӑккисенчен кая мар тыткаланнӑ, кăрмансемпе улӑм турттарнӑ. Килти выльӑх-чӗрлӗх нумай усранă — ӗнесем, пӑрусем, сурӑхсем, хурсем т. ыт. те.
1954 ҫулта Çирĕклĕри ҫичӗ ҫулхи шкула пӗтерсен, Римма Минулловна виҫӗ ҫул Пишпÿлекре вӗреннӗ. Хулпуҫҫийӗсем хыҫне ҫакнӑ амăшĕ çĕлесе панă пир хутаҫçа икӗ ҫӑкӑр чикнĕ, ҫӑпата сырнӑ, вӗренӳ ҫулӗсенче ачасемпе ушкӑнпа райцентралла ҫуран ҫӳренине аса илет. Эрнипех Арслан Батырович Вакеев пиччĕшĕ патĕнче хваттерте пурӑннӑ, шӑматкун килне кайнӑ. Классенче ачасем нумай пулнă, кашнинче 25-шер ача, районти мӗнпур халӑх пурӑнакан вырӑнсенчен вĕренме çÿренĕ. Ҫичӗ ҫул тăршшĕ чӑвашла вӗреннӗ Риммӑна Пишпÿлекре пĕрле вĕреннĕ тӑватӑ ачапа пӗрле вырӑс ачисемпе вӗренме куҫарнӑ.
— Астӑватӑп, шкул буфетӗнче Варвара Самсоненко пилӗк пуслăх вакă кукӑль сутатчӗ, анчах ачасем ҫав тери нумайччӗ, вӗсене пирĕн пек пĕчĕккисем мар, вӑйлӑраххисем ҫеҫ туянма пултарнӑ, — кулать ветеран. — Пӗр класра вӗренекенсенчен нумайӑшӗ чӗрӗ мар, анчах Гамлет Ильмурзинпа тата Володя Макеевпа тӗл пулатпӑр, калаҫатпӑр.
Римма Минулловнан ачисемпе мӑнукӗсем ăна пăхаççĕ, унӑн мӑнукӗн ачи Никита ҫитӗнет.
Тата активлӑ, позитивлӑ, савӑк кăмăллӑ Римма Минулловнӑна тӑванӗсемпе пӗлӗшӗсем шӳтлесе "пирӗн МЧС" теҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑл никама та пулăшма ÿркенмест — кама та пулин пӳрте тирпейлеме, кама та пулин ҫӗрулми пуҫтарма пулӑшать. Унӑн ҫурчӗн алӑкӗсем ялан уҫӑ. Вӑл пĕрлехи пухмача хӑйӗн тӳпине хывать — нуски ҫыхать, мобилизациленисем валли япаласем пухать. "Светлый путь" хаҫатӑн тахҫанхи тата чӗререн парӑннӑ çырăнаканĕ, районти событисене яланах пӗлсе тӑрать. 82 ҫулти хӗрарӑма çулла килте тӗл пулаймӑн, вӑл пӗчченех вӑрмана ҫырла, кӑмпа, матрÿшке пухма ҫӳрет.
— Мӗн хӑрамалли пур унта, палланӑ вырӑнсем, вӑрманта йытӑсем те, ҫынсем те ҫук, пирӗшти-управҫӑ яланах манпа юнашар, — кулать ветеран, вӑрмана пӗччен ҫӳреме хӑрамастăр-им тесе ыйтсан.
Галина ВАРИКОВА.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Галина Варикова.