"Историе упракансем" проект шайӗнче Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулти 10б класра вӗренекенсем валли Калашников автоматне сÿтсе-пухас енӗпе ӑмӑрту иртнӗ.
Мероприяти ОБЖ учителӗ Роман Владимирович Тиманкин тата "Историе упракансем" проекта хутшӑнакансен саламлӑ сӑмахӗнчен пуҫланнă. Учитель хӑрушсӑрлӑх техникин требованийӗсене аса илтернӗ, ачасем автомата пухма, сӳтме тытӑннă, хӑйсен хӑвӑртлӑхне тӗрӗсленĕ.
Калашников автоматне пуҫтарассине тата сӳтессине Тӑван çӗршыва хӳтӗлеме патриотла воспитани парас тата йӗркелес тӗллевпе, ҫамрӑксен ӳсӗм уйрӑмлӑхӗсене шута илсе, ҫӗршыв интересӗсене хӳтӗлеме пӗлнине шута илсе йӗркелеҫҫӗ.
#ХранителиИстории
#ХранителиИстории102
#ХранителиИсторииРБ
#ДвижениеПервыхРБ
#ДвижениеПервыхБижбуляк
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.