Йăлпăлак ялӗнчи "Теремок" ача садне ҫӳрени манӑн Владик, Радик тата Давид ачасемшӗн яланах ӑшӑ йӗр хӑварать. Манӑн аслӑ ывӑлсем Арсенийпе Савелий те ача-пӑча учрежденийӗнче ирттернӗ кунсене ӑшшӑн аса илеҫҫӗ. Тавтапуҫ çакӑншӑн Алена Анатольевна Никитина воспитателе. Хисеплӗ Алена Анатольевна, эсир пирӗн ачасене аталантарас тата воспитани парас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнине эпир пысăка хурса хаклатпăр. Кашни ҫулах ачалӑха кашни ачапа ҫӗнӗрен те ҫӗнӗрен пурӑнса ирттернӗшӗн, пирӗн ачасемшӗн тӑрӑшнӑшӑн, вӗсен куҫӗсемпе тĕнчене курнӑшӑн, пулӑшу тата хавхалану кирлӗ чухне, ывӑнма пӗлмесӗр юнашар пулнӑшӑн тавтапуҫ. Ача садӗнчи пӗтӗм коллектива хăйсен ӗҫĕ ҫине тÿрĕ кӑмӑлтан пӑхнӑшӑн, ҫутӑ праҫниксемшӗн, группӑри тасалӑхпа йӗркелӗхшӗн, апат-ҫимӗҫе тӗрӗслесе тӑнӑшӑн, тӑрӑшнӑшӑн, ырӑ чӗреллӗ пулнӑшӑн чĕререн тав тӑватӑп.
Оксана ЮСУПОВА,
Йăлпăлак ялĕ.
Сӑнӳкерчӗкĕсем: Оксана Юсупован килти архивĕнчен.