Сире Пӗтӗм тӗнчери Ватӑ ҫынсен кунӗ ячӗпе саламлатпӑр!
Ҫак уяв пирте чи ачаш та чӗтревлӗ туйӑмсене вӑратать. Аслӑ ӑру представителӗсене вӗҫӗмсӗр хисеплетпĕр. Ветерансен пурнӑҫ ҫулне тата ӗҫри ҫитӗнӗвӗсене чӗререн хисеп. Пирӗн ӑшра хӑйсен чунӗн пӗр пайне хывнӑ атте-аннесене, асатте-асаннесене тата кукаçейпе кукамайсене юрататпăр.
Хаклӑ ҫыннӑмӑрсем, эсир тӑрӑшнӑшӑн, чӑтӑмлӑхшӑн, ӑслӑ канашсемшӗн, пур пуҫарусенче те пулӑшнӑшӑн эпир сире чӗререн тав тӑватпӑр. Эсир пирӗншӗн мӗн тунине, мӑнуксене воспитани парассишӗн, ҫемье хаклӑхӗсемпе йӑлисене упраса хӑварассишӗн тăрăшнине эпир пурне те хаклатпӑр. Тивӗҫлӗ канура пулсан та эсир хастар та усӑллӑ пурнӑҫпа пурӑннӑшӑн эпир савӑнатпӑр. Сирӗнпе ирттернӗ кашни куна хаклатпӑр!
Сире ырӑ сывлӑх, чун-чӗре лӑпкӑлӑхӗпе ахаль ҫын телейӗ сунатпӑр. Кашни ҫӗнӗ кун сирӗн таврари ҫынсен савӑнӑҫлӑ событийӗсемпе, ӑшшипе тултӑр.
Район Совечӗн председателӗ Ю.Г. ПАВЛОВ.
Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.М. ЗАРИПОВ