Çутă çул
+19 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
2 Октябрӗн 2023, 13:01

Октябрӗн 1-мӗшĕ — Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунӗ

Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта педагогика ӗҫӗн тата шкул техперсоналӗн ветеранӗсем валли уяв мероприятийӗ иртнӗ.

Октябрӗн 1-мӗшĕ — Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунӗ
Октябрӗн 1-мӗшĕ — Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунӗ

Ылтӑн кӗркунне календарьте уйрӑм кун пур. Ку октябрӗн 1- мӗшĕ — Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунӗ. Уяв ватӑ ҫынсене пурне те хӑйсен тӳрӗ кӑмӑлтан ӗҫленӗшӗн, вӗсен пурнӑҫри пысӑк опычӗшӗн, ырӑ кӑмӑлӗшӗн, ӑслӑлӑхӗшӗн чӗререн хисеплеме тата ӑшӑ сӑмахсем калама май парать.

Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта педагогика ӗҫӗн тата шкул техперсоналӗн ветеранӗсем валли уяв мероприятийӗ иртнӗ. 4а класра вĕренекенсем З.М. Харрасова класс ертӳҫипе пĕрле ветерансене сӑвӑсемпе, юрӑсемпе саламланă. Шкул хӑй тытӑмлӑх президенчӗ Кирилл Исаев вӗсене ҫирӗп сывлӑх тата вӑрӑм ӗмӗр суннă. Директор ĕçне вăхăтлăха пурнăçлакан Е.Л. Филиппова салам сăмахĕ тата шкулти ҫӗнӗлӗхсем ҫинчен каласа панă.

Ҫамрӑк ӑрӑвӑн тӗллевӗ — аслисене упрасси, хисеплесси тата ватӑ ҫынсен пурнӑҫӗ телейлӗ, интереслӗ те тивӗҫлӗ пултӑр тесе мӗн май килнӗ таран пурне те тӑвасси.

#Бижбуляк2школа

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/bssh2

 

Октябрӗн 1-мӗшĕ — Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунӗ
Октябрӗн 1-мӗшĕ — Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунӗ
Октябрӗн 1-мӗшĕ — Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунӗ
Октябрӗн 1-мӗшĕ — Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: