Çутă çул
+14 °С
Пӗлӗтлӗ
Статья
Шкул ачисем пушар чаçĕнче экскурсинче пулнăПушкӑрт ҫыннисене "ПрофФест"-2025 ваканси ярмăрккине чӗнеҫҫӗ"Улыбка" ача садĕнче "Тимлӗр, ачасем!» профилактика акцийӗ иртнĕЛюбимова музейсемпе библиотекӑсене модернизацилени çинчен Путина пӗлтернӗИнструкции и советы от экспертов о том, как не стать жертвой мошенниковКистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклăÇирĕклĕ клубӗнче паттӑрлӑх урокӗ иртнĕ Пушкӑртри пилотсӑр авиасистемăсен тӗрӗслев центрӗ аккредитаци иртнӗ
Пур хыпар та
10
Общество
5 Октябрӗн 2023, 12:57

Пушкӑртра волонтерсем салтаксем валли жгут-турникетсем туяннӑ

Ҫак турникетсене боецсене СВО зонине яма хатӗрленекен медицина аптекисене те хурӗҫ.

Пушкӑртра волонтерсем салтаксем валли жгут-турникетсем туяннӑ
Пушкӑртра волонтерсем салтаксем валли жгут-турникетсем туяннӑ

Ҫак турникетсене боецсене СВО зонине яма хатӗрленекен медицина аптекисене те хурӗҫ.
Салтаксем валли медицина аптекисем халӗ "Надёжный тыл Башкортостана" ыркăмăллӑх фончĕ пухать, турникетсем туянассине вара "Мы поможем г.Уфа" ырлăх группи хăй çине илнĕ, вӑл салтаксенчен килнӗ медицина заявкисен пӗчӗк пайне пурнӑҫлама пулӑшать.

- Ырӑ тӑвас енĕпе пӗчӗк ӗҫсем пулмаҫҫӗ пулӗ тетӗп эпӗ, - тет "Мы поможем г.Уфа" ушкӑн кураторӗ Людмила Кашапова. - Уйрӑммӑнах ҫакӑ СВО зонинче медицинӑна пырса тивет. Кун ҫинчен эпӗ лайăх пӗлетӗп, мӗншӗн тесен ман ывӑл мобилизаци пуҫланнӑранпа рота медикӗ пулса ӗҫлет, час-часах этем пурнӑҫӗ ҫав е ку медпрепарат ҫуккинчен килет. Уйрӑмах зонӑра жгутсем кирлӗ. Ывӑлăн ҫар чаҫӗнче халӗ, Турра шӗкӗр, эмелсемпе пурте йӗркеллӗ, анчах таҫта салтаксене яланах оперативлӑ пулӑшу ҫитмест, шӑпах ҫакӑнта боецсене волонтер-ентешсем пулӑшаҫҫӗ... Шел те, халӗ ырӑ тӑвакан ушкӑнсем валли те укҫа ҫитмест. Икӗ уйӑх каялла маркетплейссенче акципе пӗрре ҫурӑ йӳнӗрех илме пулатчӗ, анчах ун чухне пирӗн укҫа ҫитменнипе эпир 200 турникет кӑна туянма пултартӑмӑр, вӗсем ҫине ҫар чаҫӗсенчен панӑ заявкӑсен шучӗ ҫирӗп юлать пулин те. Халӗ эпир тата 50 жгут туянтӑмӑр, анчах чӑн-чӑн ыйтни темиҫе хут пысӑкрах. Пирӗн ачасем валли ырлӑх пухас ӗҫе хутшӑнма хатӗр ҫынсем тупӑнсан, эпир питӗ тав тӑвӑпӑр.

https://mgazeta.com/news/SVO/2023-10-04/v-bashkirii-volontery-zakupili-zhguty-turnikety-dlya-soldat-3465682

 

 

Пушкӑртра волонтерсем салтаксем валли жгут-турникетсем туяннӑ
Пушкӑртра волонтерсем салтаксем валли жгут-турникетсем туяннӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: