Ывӑлне ҫухатнӑшӑн кулянакан аннепе юнашар пуласси – Пушкӑртстанра вилнисен ҫемйисен членӗсене ҫакӑн пек пулӑшӑва пурнӑҫлаҫҫӗ. Мелеузра "Защитники Отечества" фонд филиалӗн социаллӑ координаторӗ Альбина Арсланова тата Çемье, ĕҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин социаллӑ психологĕ Лейсан Махмутова Расима Сибагатовна Идрисова патне – ҫар службинче пуçне хунă боецăн амӑшӗ патне кайнӑ.
Чи малтан ӑна психологи пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Амӑшӗпе тӑванӗсене эмоциллӗ пулӑшса, чун-чӗрери вӑй-хала ҫӗнетме тата хӑнӑхса ҫитнӗ пурнӑҫ йӗрки патне май килнӗ таран хӑвӑртрах таврӑнма пулӑшса вилнӗ ывӑлӗ ҫинчен калаҫса пӑхмалла. Вилнӗ боецӑн амӑшне тӗл пулнӑ чухне пулӑшу мерисем ҫинчен тата санаторипе курортра сипленме май пурри ҫинчен каласа панă. Часах вӑл республикӑри санаторисенчен пӗрне каять.
Аса илтеретпӗр, "Защитники Отечества" фонд хӑйӗн ветеранӗсемпе вилнисен ҫемйисене тивӗҫлӗ пулăшусем илме пулӑшать. Республика фончӗн ӗҫӗсем ҫинчен тӗплӗнрех кунта: https://vk.com/public220653548. Пушкӑртстанри "Защитники Отечества" фонд филиалӗ Уфа хули, Мингажев урамӗ, 107 çурт адреспа вырнаҫнӑ. Ӗҫ вӑхӑчӗ: 9 сехетрен пуҫласа 18 сехетчен, канмалли кунсем – шӑматкун, вырсарникун. Телефонпа малтанлӑха консультаци: 8 (347) 268-01-02 ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшу парасси.
https://mgazeta.com/news/novosti/2023-10-04/v-bashkortostane-semyam-pogibshih-v-svo-okazyvayut-psihologicheskuyu-pomosch-na-domu-3465488