Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
6 Октябрӗн 2023, 11:45

Алӑсене ӗҫ – чуна савӑнӑҫ

Ситекпуçĕнчи Михаил Ильич Васильев авалхи ремеслана аталантарать.

Алӑсене ӗҫ – чуна савӑнӑҫ
Алӑсене ӗҫ – чуна савӑнӑҫ

Ситекпуçĕнчи Михаил Ильич Васильев авалхи ремеслана аталантарать.
Хӑва вуллинчен явасси - авалхи ремесла, ӗлӗк ку технологипе тунӑ карҫынккасем питĕ кирлĕ пулнӑ. Хулӑсенчен тунӑ ҫатан та профнастилпа танлаштарсан, интереслӗрех курӑнать. Хӑва хуллинчен авса тунӑ техника пирӗн вӑхӑтран ҫитнӗ, ӑруран ӑрӑва куçса пынă.
Михаил Ильич Васильев 15 ҫултан пуҫласа Илья Михайлович ашшӗ пек, хӑва хулли авассипе кӑсӑкланнӑ.
— Малтан аттене материал хатӗрлеме пулӑшрӑм. Ҫатан авма пур хӑва та юрӑхлӑ мар вӗт. Уйрӑмах хӑмӑр тӗслӗ хӑва лайӑх. Пирӗн таврара ун пеккисем ҫук, ялтан ик-виҫӗ километрта Ситек еннелле лайӑх вырӑн пур. Материала кӗркунне е ҫуркунне, йывӑҫ сĕткенĕ çÿремен чухне хатĕрлемелле. Ҫитменнине тата ҫак тапхӑрта хӑва хулли уйрӑмах пиҫӗ, лайăх авăнать, ҫулла турачӗсем ытла хуҫӑк, ҫавӑнпа та вӗсенчен авма питӗ йывӑр, - каласа парать алăсти. — Хатӗр материалтан пӗр карçынкка тума икӗ сехет ытла каять.
Хӑва карҫынкки тăвасси ансат, анчах калама ҫук интереслӗ ӗҫ. Изделисемпе пахчасене, сӑмахран, чечек клумбине илемлетме пулать. Ҫитменнине тата вӗсем пурнăçра та усӑ кӳреҫҫӗ. Михаил Васильев ытларах хӑйӗн нушисем валли ҫыхать, анчах хӑш чухне ыйтакансем валли те тӑвать. Палӑртса хӑвармалла, ҫатан авма туратсем пухни йывӑҫа сиен кӳмест. Пачах урӑхла, вӑл ӑна ҫамрӑклатма та, сыватма та пултарать. Кирлӗ материала ăста хӑй пуҫтарать. Алӗҫ тума тасатнӑ туратсем те, хуппине сÿмен туратсем те каяҫҫӗ. Пӗр хӑваран йӑлари пысӑк япаласем, хӳмесем, пысӑк калӑпӑш карçынккасем, тӗрлӗрен сӗтел-пукансем тӑваҫҫӗ. Хуппине сÿнĕ туратсенчен вазăсем, коробкӑсем, ҫӑкӑр савӑчӗсем тата ытти пысӑках мар япаласем ҫыхма пулать. Явма пуҫличчен, паллах, инструментсемпе материалсем хатӗрлемелле. Материал хатӗрлеме вӑхӑт нумай кирлӗ. Пысӑк хӑва хуллисене касса вакламалла, анчах пурне те мар, ҫамрӑк хунавсене ҫеҫ касмалла, хӑшпӗрисем авӑнсан ҫурӑлмасӑр та пултараҫҫӗ, вӗсен хуппине сӳсе илмелле. Хуппине сӗвме май ҫук пулсан, тепӗр операци тумалла пулать. Йӗпетмелле, шыв ăшне ярса лартмалла е хӑва хуллине пӗҫермелле. Ҫакӑн хыҫҫӑн материала типӗтмелле. Михаил Ильич ялти Культура çуртӗнчи музей кӗтесӗ валли хулӑсенчен хӳме тума ӗмӗтленет.
Ветеран арӑмӗсӗр тӑрса юлнӑ пулин те, унӑн кил хуçалăхĕнче килти кайӑк-кӗшӗк туллиех, хӑйӗн пысăках мар утарĕ пур, вӑл кашни ҫулах ҫителӗклӗ пыл кӳрет. Михаил Ильич тахҫантанпах юханшывсемпе айлӑмсенче, ҫӑлкуҫӗсем ҫывӑхӗнче хунавсем лартать, вӗсене тӑрӑшса пӑхать, ҫӑлкуҫсенчен витрепе шыв ӑсса шăварать, йывӑҫсем ҫирӗпленсе ҫитичченех куллен пăхать.
— Вӗсенчен нумайӑшӗ чылай пысӑк ӗнтӗ, вӗсем ҫине пӑхатӑп та чун савӑнать, — каласа парать Михаил Васильев.
Тӑванӗн хӗрӗ Галина Михайлова хӑйӗн ашшӗн (Михаил Ильичӑн аслӑ пиччӗшӗн) ҫемйинче ултӑ ывӑл тата пӗр хӗр пулни ҫинчен каласа пачӗ. Йӑхӑн генеалоги йывӑҫӗ халӗ 70 ытла ҫынран тӑрать. Елизавета Ивановна (Галинан асламӑшӗ) ача ҫуратнӑ хыҫҫӑн вĕриленсе чирленĕ, суккӑрланнӑ.
— Миша пиччене асанне, суккӑр пулнӑ пулсан та, ӳстернӗ. Вӑл 88 ҫул пурӑнчĕ. Пирӗн асатте малта пыракан конюхчӗ, анчах вӑл леш тӗнчене 67 ҫултах кайнӑ, — каласа парать Галина Яковлевна. — Астӑватӑп, Елизавета асаннене пурте питĕ хисеплетчӗҫ, итлетчӗҫ, вăл килмесĕр никам та праҫник сӗтелӗ хушшине лармастчӗ. Вӑл тирпейлӗ те ӗҫе юратакан хӗрарӑмччĕ, чирленӗ пулин те, алсиш, нуски ҫыхатчĕ, сӑрламан урая шап-шурă пуличчен ҫӑватчĕ, ӗне сăватчĕ, мунча та хутатчĕ. Эпӗ уншӑн çавăтса çÿрекен пек пултӑм, пур ҫӗрте те унпа алла-аллӑн ҫӳреттĕм.
Михаил Ильич ӗмӗр тӑршшӗпех тӑван хуҫалӑхра выльӑх-чӗрлӗх пăхакан пулса ĕçленĕ. Тивӗҫлӗ канӑва ӑна 2009 ҫулта янă. 1996 ҫулта Михаил Ильич Пушкӑрт Республикин Ял хуҫалӑхĕн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ята тивӗҫнӗ. Ветеран 1970-мӗш ҫулсенче делегаци составӗнче ытти колхозниксемпе пӗрле Болгарие кайнине аса илет, унта ҫынсем Ситекпуçĕнчинчен начартарах пурӑннинчен тӗлӗннӗ. Хӑйӗн мӑшӑрӗпе, колхозра дояркӑра ӗҫленӗ Нина Николаевнапа, икӗ ывӑлпа пĕр хӗр ҫитӗнтернӗ. Аслашшĕ-кукашшĕ патне тӑхӑр мӑнукĕ яланах пырса ҫӳреҫҫӗ.
Галина ВАРИКОВА.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Галина Варикова.

 

 

 

Алӑсене ӗҫ – чуна савӑнӑҫ
Алӑсене ӗҫ – чуна савӑнӑҫ
Алӑсене ӗҫ – чуна савӑнӑҫ
Алӑсене ӗҫ – чуна савӑнӑҫ
Алӑсене ӗҫ – чуна савӑнӑҫ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: