Çутă çул
+8 °С
Ҫумӑр
Статья
Кистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклăÇирĕклĕ клубӗнче паттӑрлӑх урокӗ иртнĕ Пушкӑртри пилотсӑр авиасистемăсен тӗрӗслев центрӗ аккредитаци иртнӗЗастройщикам рассказали об изменениях законодательства в сфере строительстваПродлён приём заявок на конкурс «Лучшие товары Башкортостана»Михайловкăри вăтам шкулта "Зарница" ҫарпа спорт вӑййи иртнĕРайонти ача-пӑча библиотекинче Ача-пӑча тата ҫамрӑксен кӗнеке эрни пуçланнăÇирĕклĕ клубӗнче ачасем сӗтелҫи вӑййисем вылянăПушкăртри Мечетлĕ районӗнчи больница уйрӑм медоборудовани туяннӑ
Пур хыпар та
10
Общество
7 Октябрӗн 2023, 20:19

"Нацин чӑн-чӑн лидерӗ тата ӑслӑ политик": Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Владимир Путина ҫуралнӑ кун ячӗпе саламланӑ

Паян, октябрӗн 7-мӗшӗнче, патшалӑх Пуҫлӑхӗ 71 çулне паллӑ тӑвать.

"Нацин чӑн-чӑн лидерӗ тата ӑслӑ политик": Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Владимир Путина ҫуралнӑ кун ячӗпе саламланӑ
"Нацин чӑн-чӑн лидерӗ тата ӑслӑ политик": Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Владимир Путина ҫуралнӑ кун ячӗпе саламланӑ

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ хӑйӗн телеграм-каналĕнче Владимир Путина саламланине пичетлесе кӑларнӑ. Паян, октябрӗн 7-мӗшӗнче, патшалӑх Пуҫлӑхӗ 71 çулне паллӑ тӑвать. Радий Хабиров Раҫҫей Президенчӗ "нацин чӑн-чӑн лидерӗ тата ӑслӑ политик, ун тавра паянхи ансат мар вӑхӑтра пирӗн ҫӗршыври пур халӑхсем те пӗрлешнӗ", - тесе палӑртнӑ.

"Патшалӑх Пуҫлӑхӗ Раҫҫейри кашни региона хисеплет. Пурӑнакансен интересӗсемпе ыйтӑвӗсене те. Эпир те Пушкӑртстана аталантарма пулӑшнӑшӑн тав тӑватпӑр. Ҫитменнине тата ҫул-йӗр спектрӗпе. Тӗслӗхрен, шкулсене юсамалли президент программипе кӑна эпир икӗ ҫул хушшинче 140 вӗренӳ заведенийӗн ҫуртне юсарӑмӑр. Тӗрӗссипе, регион вӗренӳ тытӑмне аталантарма ҫӗнӗ импульс панӑ. Президент экономикӑпа социаллӑ сферӑра пирӗн ытти пуҫарусене те пулӑшать. Владимир Владимирович "Пушкӑртстан Раҫҫейăн пурнӑҫĕнче, историнче тата кун-ҫулӗнче яланах уйрӑм пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнса тӑнине пӗрре мар асӑрханӑ. Раҫҫей йышне кӗрсен пушкӑрт ҫыннисем ҫӗршывӑн тулашри чиккисене хӳтӗлемелли пысӑк миссие хӑйсем ҫине илнӗ. Пирӗн пиншер салтак паян та Тӑван çӗршыва, унта пурӑнакансене ятарлӑ ҫар операцийӗнче хӳтӗлеҫҫӗ. Эпир лартнӑ задачӑсене вӗсем тивӗҫлипе пурнӑҫласса шанатпӑр. Пушкӑртстан яланах ҫӗршывӑн тӗрек регионӗ пулнӑ, малашне те ҫирӗп регион пулса тӑрӗ. Эпир, республикӑра пурӑнакансем, Тӑван çӗршыв ырлӑхӗшӗн тата аталанӑвӗшӗн яваплӑ ӗҫлетпӗр. Паллах, Раҫҫей Президенчӗ пирӗн умра лартакан тӗллевсене пурнӑҫлӑпӑр", - тесе ҫырнӑ Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков.

https://www.bashinform.ru/news/politics/2023-10-07/nastoyaschiy-lider-natsii-i-mudryy-politik-glava-bashkirii-pozdravil-vladimira-putina-s-dnem-rozhdeniya-3470092

 

 

 

"Нацин чӑн-чӑн лидерӗ тата ӑслӑ политик": Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Владимир Путина ҫуралнӑ кун ячӗпе саламланӑ
"Нацин чӑн-чӑн лидерӗ тата ӑслӑ политик": Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Владимир Путина ҫуралнӑ кун ячӗпе саламланӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: