Çутă çул
+19 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
12 Октябрӗн 2023, 12:19

Пӗрле ытларах тума пултаратпӑр

Ситексем чӑн-чӑн патриотсем пулнине кӑтартса панӑ.

Пӗрле ытларах тума пултаратпӑр
Пӗрле ытларах тума пултаратпӑр

Ситексем чӑн-чӑн патриотсем пулнине кӑтартса панӑ.
— Ӗнер 50-мӗш массеть туса пӗтертӗмӗр, - каласа парать "Седяк для фронта" ушкӑн координаторĕ Наталия Клишина пӗрремӗш хут тӗл пулсан. — Виҫӗ кун хушшинче ултӑ метрлă пилĕк сетка тӑвасси пирӗншӗн халӗ вӑй тайăн ӗҫ.
Маскировка сетки - маскировкӑн чи анлӑ сарӑлнӑ тĕсĕ, вӑл тӑшмана улталама, ӑна ориентировкӑсӑр хӑварма, позицисене пытарма май парать. Маскировка сеткипе витнӗ окопсем квадрокоптертан курӑнмаҫҫӗ, массеть витнĕ техника тӑшманшӑн курӑк пусса илнӗ е юрпа витӗннӗ сӑрт пек курăнма май парать. Маскировка сеткисем питĕ нумай кирлĕ. Пӗтӗм Раççей тӑрӑх çынсем хӑйсен ирӗкӗпе маскировка сеткисем яваҫҫӗ. Пирӗн районта 30 пункта яхӑн ӗҫлет, нумайӑшӗ ҫур ҫул ытла ӗҫлеҫҫӗ.
Наталия Ивановна кӑҫалхи февраль уйӑхӗнчи событисене тӗпӗ-йӗрӗпе аса илет, мӗншӗн тесен вӑл пирӗн боецсене тыл пулӑшӑвӗ ҫав тери кирлине чĕри патне çывăх илнĕ.
— Мӗнрен пуҫланчӗ? Пӗлтӗр сентябрь уйӑхӗнче пирӗн кӗрĕве, ял-йышсене, пӗлӗшсене мобилизацилерĕç. Пӗтӗм шухӑш Тӑван çӗршыва хӳтӗлеме кайнӑ ачасем ҫинчен пулчĕ, - каласа парать волонтер. — Ытти ялсенчи волонтерсемпе хутшӑнма пуҫларăм, "Все для фронта - Бижбуляк» ушкӑна кӗтĕм. "Валерия" медицина центрне пӗрремӗш хут посылкăсем илсе кайсан, волонтерсен ӗҫӗн масштабне курса тӗлӗнтĕм тата ăнтан кайрăм. Унта ĕç ҫав тери вӗресе тӑратчĕ!
Ял ҫыннисем пӗрлехи ӗҫрен айккинче юлман. Ситексенчен мӗн чухлӗ укҫа-тенкӗ пухăннă, тĕп-тĕрĕс шутне никам та шутламан, анчах ку пысӑк суммăсем. Наталия Клишина картти урлӑ кӑна 66 000 тенкӗ куçарнă. Ситексем госпитале посылкӑсем, минтерсем, ӑшӑ япаласем, супӑнь, кӗнекесем, хÿтĕлекен кремсем, костыльсем, туясем, памперссем, апат-ҫимӗҫ пуҫтарнӑ. Госпиталь валли 97 ятарлӑ минтер ҫӗленӗ те ӑсатнӑ. Вӗсем "хамӑрӑнни-ют" алӑсем ҫине çыхмалли ултҫӗре яхӑн ҫĕленĕ. Кашни гуманитари пулӑшӑвне, посылкӑсене пухнă çĕре хутшӑннă, вӗсем хӑйсен ӗҫӗсемпе чӑн-чӑн патриотсем пулнине кӑтартса панă. Уйрӑмах Светлана Суркова, Мария Иванова, Елена Михайлова, Наталия Клишина, Мария Семенова, илсе килнӗ материалтан ҫыхӑсем, минтерсем, простыньсем ҫӗлекенскерсем, ывӑна пӗлмесӗр тӑрӑшса ӗҫленине палӑртас килет. Ирина Иванова вӗсене интернетра заказ парса материалпа тивӗҫтернӗ. Раиса Михайловна Иванова пенсионерка хӑйӗн пенсийӗнчен боецсен пулӑшу фондне 22 000 тенкĕ куçарнă.
- Пурне те ятран каласа тухма май ҫук, нумайӑшӗсем асламӑш арчисенчен кăларса илнӗ татӑксем илсе килнĕ, эпир вӗсенчен простыньсемпе минтер пичĕсем ҫӗлерĕмĕр - теприсем ҫӑмарта тата ытти апат-ҫимӗҫ илсе килчĕç. Тавтапуҫ пурне те! - тав тăвать ял-йышсене Наталия Клишина.
Кашни посылкӑна, кашни маскировка сеткине, кашни ҫыхӑ ҫумне Ион Одесский старецăн кĕллине çырса, Зоя Петровна Семеновапа Дмитрий ывӑлӗ çапса кăларса ламинироват тунă, кӗлĕ-щитсем пек, хунă. Вӗсен шучӗнче пин ытла щит-кӗлӗ. Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине кайнă чухне боецсене ҫапла кӗлтуса пилленӗ, кĕллине ҫырса фронта илсе кайнӑ.
Март уйӑхӗнче Наталия Ивановна тепĕр сÿрĕк мар кӑмӑллă ҫынсемпе Сергей Петровичпа Мария Вениаминовна Семеновсемпе пӗрле маскировка сетсем ҫыхма вĕренме Пишпÿлеке мастер-класа кайнă. Сергей Петрович пӗрремӗш сете тӑсма пулӑшнă, анчах хӑй ӗҫлеме ӗлкӗреймен. Массетьсен каркасӗсене Юрий Иванов, "Урожай" ООО ертӳҫи тума пулӑшнă. 2023 ҫулхи март уйӑхӗнчен пуҫласа октябрь уйăхĕччен Ситекре пурӑнакансенчен нумайӑшӗ массетьсемпе маскировка халачӗсем (леший) тума хутшăннă.
- Пирӗнпе 50 маскировка сечĕпе çичĕ "леший" тума пӗр кун та пулин хутшăннисене пурне те хушамачĕсенчен калас килет, - тет Наталия Ивановна. - Ку Лидия Кудрякова, Елена Михайлова, Татьяна Григорьева, Людмила Иванова, Нина Кузьмина, Надежда Миронова, Мария Иванова, Людмила Григорьева, Людмила Романова, Зоя Юрина, Елена Иванова, Залифа Семенова, Вера Ефимова, Рита Иванова, Наталия Макарова, Светлана Пекина, Лира Петрова, Марина Миронова, Мария Семенова, Елена Иванова, Людмила Игнашова, Алевтина Никитина, Надежда Гаврилова, Раиса Шакина.
Халӗ плетунисен тӗп ушкăнне Наталия Ивановна Клишина, Светлана Алексеевна Суркова, Светлана Петровна Андреева, Наталья Константиновна Гильдеева, Зоя Петровна Семенова,
Светлана Николаевна Семенова, Луиза Марксовна Гришина, Галина Николаевна Аливанова, Гульзиган Мударисовна Кузьмина
кӗреҫҫӗ. Сеткăсен черетлӗ ушкӑнӗ килсен, вӗсем, килти ĕçсене пӑхмасӑрах, ĕçе çÿренĕ пек ирех сеть явакан пункта пыраҫҫӗ. Кусем вӗсем, ыттисем хӑйсен пахчинче ӗҫленӗ вӑхӑтра, вӑрмана кӑмпа татма ҫӳренӗ чух, хӑйсен ӗҫне тунӑ чух, пирӗн боецсем валли кунӗпех кирлӗ хӳтлӗх яваҫҫӗ.
— Пирӗн хӗрсем ӗҫе юратаканскерсем, ҫине тӑруллăскерсем, пуҫланӑ сете туса пӗтермесӗр киле каймаҫҫӗ, — калаҫӑва хутшӑнать Светлана Суркова. — Пурте профессионалсем. Пӗрлешӗве хутшӑнакансенчен кашни кунне темиҫе сехет сетка тума хатӗр.
Виктор Васильевичпа Наталия Ивановна Клишинасем тунӑ массеть валли материал касмалли станок чӑн-чӑн пулăшу пулса тӑнӑ, мӗншӗн тесен вӑл процеса питӗ ҫӑмӑллатнӑ. Унчен малтан пӗр сеть валли материала касма вӑхӑтпа вăй нумай илнӗ пулсан, халӗ икӗ метр тӑршшӗ 19 хӑйăва темиçĕ çеккуннтра касаççĕ, çакна Наталия Ивановна хăй пире кӑтартса пачĕ
— Эпир упӑшкапа интернетра станок хӑвачӗпе тӑватӑ-пилӗк йӑрӑм касса кӑларма май пуррине куртӑмӑр. Анчах пилӗк штук 1,6 метр, ку йывӑр та вӑрах, - каласа парать Наталия Клишина. — Эпӗ ывӑл патне Пелепее шӑнкӑравларӑм, станок тума пулăшма ыйтрӑм. Касас ӗҫ мӗнле тӑкаксемпе вӑхӑтаилнине ывӑл та курнӑ вĕт, вӑл мана хӑй те пĕрре мар пулӑшнӑ. Вăл тусĕсемпе канашларĕ, питӗ ҫивӗч ҫӗҫӗсем илсе килсе пачĕ, вӗсене мӗнле ҫирӗплетсе лартмаллине кӑтартрĕ. Халӗ ӗнтӗ эпир пурне те мӗнле тумаллине пӗлетпӗр. Упӑшка кивӗ сарăлакан сӗтеле туртса кӑларчӗ те, ку конструкцие ĕçлеме майлаштарса ҫитерчӗ.
Наталия упӑшки Виктор мӑшӑрне ҫакӑн пек пархатарлӑ миссире пулӑшать, вӑл пур мероприятисенче те пӗрремӗш помощник, вӗсемшӗн боецсене пулӑшасси пӗрлехи ӗҫ пулса тӑнă.
— Пурин те пулӑшма тӗрлӗ сӑлтав пур: пĕрин упӑшкине, теприсен пиччӗшне, ашшӗне, тӑванӗсене мобилизациленӗ, теприсем хӑйсен кӑмӑлĕпе сÿрĕк мар ҫынсем, — тет Наталия Ивановна. — Ку вӑл пирӗн боецсене пулӑшас тата сыхлас кӑмӑл, пирӗн ачасем ҫитӗнме пултарччӑр тесе, пуҫ тӑрринчи мирлӗ тӳпе пултӑр, мӗншӗн тесен эпир хамӑр та аннесемпе кукамайсем-асаннесем. Пире пурне те пӗр шухӑш пӗрлештерет — пирӗн боецсене вӑйлӑ пулӑшу парасси. Кашниех хӑйӗн чунӗн пӗр пайне пӗтӗмӗшле ӗҫе хывать.
СВО зонӑри боецсем шанчӑклӑ тыл пурри, вӗсем кашни массеткăна явса тунин, ҫыхӑсем ҫӗленин ӑшшине туяҫҫӗ, пирӗн районтан килекен хӑватлӑ пулӑшу пурри питӗ лайӑх, тесе калаççĕ, ҫыраҫҫӗ. Вӗсем тылсӑр боецсене питӗ йывӑр пулассине никам та ӑнланман пек ӑнланнӑшӑн тав тӑваҫҫӗ.
Галина ВАРИКОВА.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Галина Варикова, Наталия Клишина.

 

Пӗрле ытларах тума пултаратпӑр
Пӗрле ытларах тума пултаратпӑр
Пӗрле ытларах тума пултаратпӑр
Пӗрле ытларах тума пултаратпӑр
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: