Пишпÿлекре пулас салтаксене чĕннĕ Раҫҫей Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсен ретне кӗрхи призыва халалланӑ ҫулленхи савӑнӑҫлӑ мероприяти пулса иртнӗ.
Чаплӑ мероприяти Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçисен паркӗнчи мемориальнӑй плитасем патне чечексем хурассинчен пуҫланнă. Унтан Ҫӗнтерӳ паркӗнче ӗмӗрхи вут умне чечексем хунă. Пухӑннисем Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ фрончӗсенчен таврӑнман ветерансене асӑнса пӗр минут чӗнмесӗр тăрса чысланă.
Призывник кунӗ районти Культура керменӗнче вӗҫленнӗ, унта вӗсем валли концерт иртнӗ. Вӗсен умĕнче район администрацийӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе кадрсем енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Алексей Александрович Данилов, ҫавӑн пекех ҫар комиссарӗн ҫар службине призыв йĕркелекенӗн аслӑ помощникӗ Ильгиз Ягафарович Нагимов тухса каланӑ. Район администрацийӗн ятĕнчен пулас салтаксене асӑнмалӑх сехетсем панă.
Неля Сабахова.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Неля Сабахова.