Çутă çул
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
19 Октябрӗн 2023, 15:29

10-мĕш класра вӗренекенсем полици ĕçĕпе паллашнă

Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулти 10-мĕш класра вӗренекенсемпе паллаштару экскурсийĕ ирттернӗ.

10-мĕш класра вӗренекенсем полици ĕçĕпе паллашнă
10-мĕш класра вӗренекенсем полици ĕçĕпе паллашнă


Раççей Федерацин "Раҫҫейре ĕҫле" программине пурнӑҫлас тӗллевпе Пӗтӗм Раҫҫейри "Раҫҫей машиностроителĕсен союзӗ" туса хатӗрленӗ общество организацийӗ, 2023 ҫулхи октябрӗн 9-мӗшӗнчен пуҫласа 13-мӗшӗччен Пушкӑрт Республикинче ҫулленех "Турникетсемсӗр эрне" пӗтӗм Раҫҫей акци иртнĕ.
Пишпÿлек районӗнчи Ĕçпе тивĕçтерекен территори пайӗпе Пишпÿлек районӗнчи МВД пайӗ пӗрле 2023 ҫулхи октябрӗн 13-мӗшӗнче асӑннӑ акци шайӗнче Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулти 10-мĕш класра вӗренекенсемпе паллаштару экскурсийĕ ирттернӗ. Экскурсие личнӑй составпа ӗҫлекен ушкӑн специалисчӗсем полицин кашни пайӗн ӗҫӗ ҫинчен тӗплӗн каласа панă. Вӗренекенсем МВД шкулне кӗмелли условисем ҫинчен, МВД органӗсен сотрудникӗсем мӗнле ҫӑмӑллӑхсемпе усӑ курни, МВД органӗсенче ӗҫлеме мӗнле пӗлӳ кирли ҫинчен пӗлнĕ. Экскурсие 12 вӗренекен хутшӑннӑ.

#Бижбуляк_занятость#ятрудрб#минтрудрб #неделябезтурникетов#доступностьтрудовыхресурсов

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри Ĕçпе тивĕçтерекен центрĕн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club180603777

 

 

 

10-мĕш класра вӗренекенсем полици ĕçĕпе паллашнă
10-мĕш класра вӗренекенсем полици ĕçĕпе паллашнă
10-мĕш класра вӗренекенсем полици ĕçĕпе паллашнă
10-мĕш класра вӗренекенсем полици ĕçĕпе паллашнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: