Октябрӗн 20-мӗшӗнче ҫулсерен хӑйсен професси уявне — Повар кунне - пӗтӗм тӗнчери поварсемпе кулинарсем паллӑ тӑваҫҫӗ.
Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкул вӗренекенĕсем шкул поварӗсене тимлĕхсĕр хăварман.
Пурте поварсене пӗр харӑс саламланă, ҫирӗп сывлӑх суннă, ӗҫленӗшӗн тата тутлӑ апатшӑн тав тунă.
Шкула кам ирех килет?
Ку пирӗн поварсем!
Пӑтӑ ирхи апата хатӗр,
Компот та тултарать. Урра!!!
Тутлӑ профессин хаклӑ представителӗсем! Професси уявӗпе - Повар кунӗ ячӗпе чунтан саламлатпӑр! Сирӗн пурнӑҫ тулли те ҫителӗклӗ пултӑр! Унта чи тутлӑ та усӑлли пултӑр! Яланах тутӑ, сывлӑхлӑ, хаваслӑ пулӑр, пурнӑҫ тутине нихҫан та ан ҫухатӑр!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public210652587