Тӑван çӗршыва парӑнни, чун хӑвачӗ, хастарлӑх, реакци хӑвӑртлӑхӗ, ӑс-тӑн ҫивӗчлӗхӗ Раҫҫей спецназӗн представителӗсене тӗнчери чи лайӑх ҫынсем тӑваҫҫӗ, пирӗн Тӑван çӗршывпа унӑн ҫыннисене кирек мӗнле хӑрушлӑхӗнчен те шанчӑклӑ хӳтӗлессине шанма май параҫҫӗ. Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулти "Пысӑк ĕҫ çинчен калаҫни" занятин темине шӑпах спецназовецсене халалланӑ. Ятарлă пĕлтерĕшлĕ подразделенин кунне октябрӗн 24-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. 3 класра вӗренекенсем спецназӑн кӑткӑс ӗҫне кӑтартакан видео пӑхнӑ, Раҫҫей геройӗсем каланине итленӗ. Калаҫнӑ хушӑра ачасем ҫак паттӑр ҫынсен мӗнле пахалӑхсем пулмаллине геройсене характеристика панӑ. Ҫавӑн пекех хӳтӗлевçĕсен ролӗнче те пулса курнă: сӑмахсене ӑнланма пӗлнине, тимлӗхне тӗрӗсленĕ.
Ачасем занятирен пĕтĕмлетÿ тунă: спецназ боецӗсем уйрӑм профессиллӗ, ÿт-пÿ тата мораль тӗлӗшӗнчен пахалӑхлӑ тата чӑн-чӑн арҫын тӗслӗхӗ пулса тӑраҫҫӗ.
"Спецназ вӑл - паттӑрлӑхпа мухтав
Приказа пурнӑҫлама хатӗр,
Сирӗнпе мӑнаҫланать çĕршыв.
Спецназовецсем, уяв ячӗпе сире!"
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/bssh2