Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
25 Октябрӗн 2023, 11:56

Эпир ҫирӗп те шанчӑклӑ тыл

Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр!

Эпир ҫирӗп те шанчӑклӑ тыл
Эпир ҫирӗп те шанчӑклӑ тыл


"Все для фронта – Бижбуляк" ушкăна пула пулма пултарайман проектсем пурнӑҫланаҫҫӗ, вӗсене ӑнланма та йывӑр пек туйӑнать.
Тен, пурте пӗлмеҫҫӗ пулӗ, анчах пирӗн районта "Все для фронта – Бижбуляк" ушкӑн пур, вӑл 2022 ҫулхи сентябрьтен пуҫланса кайса СВОна хутшӑнакансене пулӑшса пырать. Пирӗн ушкӑн сÿрĕк мар кӑмӑллă ҫынсенчен тӑрать: Ватсапра 1000 ытла тата Телеграмра 700 ытла çын, вӗсенчен нумайӑшӗ пирӗн районта пурӑнакансем, анчах пирӗн район ҫинчен ҫав ушкăна пула ҫеҫ пӗлнисем те пур. Вӗсенчен кашниех кашни эрнери йӑлана хутшӑнать — ку вӑл эрнекун 100 тенкӗ тата тунтикун "хӳре" укҫа-тенкӗ куҫарӑвӗ - банк картти ҫинчи ҫаврака суммӑран юлашкисем куçарасси. Ҫак йӑласем кашни кун кама та пулин е мĕне те пулин халалланӑ.

Кун пек пухусем СВОна хутшӑнакансем валли тепловизорсем, квадрокоптерсем, сетьсем, массетьсем валли пир-авӑр, рацисем, ҫуннӑ мунча вырӑнне ҫӗнӗ мунча комплексĕ тума кайнă. Нумай пулмасть эпир тепĕр укçа-тенкĕ пухассине хупрӑмӑр та Мускавра квадрокоптер туянтӑмӑр, ун валли 255900 тенкĕ пухрӑмӑр. Вунă теçетке ытла пулӑшу ыйтакансем пирӗн ушкăнран пулăшу илеççĕ.
Кашни ӗҫе уйрӑммӑн пӑхса тухса, мероприятисен комплексне ирттеретпĕр, эпир мӗнле пулӑшу парассине пӗрле татса паратпăр. Хальхи вӑхӑтра ку питӗ лайӑх механизм, вӑл сехет пек ӗҫлет, унта кашни ҫын хӑйӗн вырӑнӗнче. Нумайӑшӗсем укçа-тенкĕ пухассине хастар хутшӑнаҫҫӗ, пӗр пухӑва та ирттерсе ямаççĕ, вӗсене палăртас килет — ку Демскинчен Александр Кажаев , Каныкайран Айрат, Егоровкӑран Ирина, Аитран Райля, вӗсем пурте кунта ҫуралса ӳснӗ, анчах тахçанах тухса кайнӑ, нумайранпа районта пурӑнмаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех пирӗн пур йӑлана та хастар хутшӑнакан туссемпе пӗлӗшсем те пур. Манӑн палланӑ çын Уфара пурăнакан Ольга Шайбакова пирӗн ӗҫпе хавхаланать, Пишпÿлекре пурăнакан Федотовсемпе Давыдовсен ҫемйисем, ыттисем ҫемйи-ҫемйипе хутшӑнаççĕ.
Ҫак ушкăна пула пирӗн ҫинчен нумайӑшӗ пӗлчӗҫ те пулӑшу параççĕ. Ҫапла вара халӑх пурӑнакан вырӑнсенчен нумайӑшӗ пирӗн пункта — "Валерия" Медицина центрне пыл, кондитер апачĕсем, консервӑсем, нускисем, медикаментсем тата ытти япаласем СВОна хутшăнакансене тата госпиталь валли кирлине илсе килеҫҫӗ.
Ача сачĕсенче ачасем ашшӗ-амӑшӗпе тата воспитательсемпе пӗрле посылкӑсем
пуҫтараҫҫӗ, боецсем валли картинӑсем ӳкереҫҫӗ. Шкул ачисемпе учительсем ҫырусем ҫыраҫҫӗ, посылкӑсем пуҫтараҫҫӗ, ҫавӑн пекех кӗрхи ярмăрккӑсем ирттереҫҫӗ, вӗсенче пухăннă тупӑшӗсене пирӗн ушкӑна параҫҫӗ. Нумай ялсенче Ваттисен кунĕнче уява ирттермесĕр, перекетленӗ укҫа-тенке пире пачӗҫ. Ку пысӑк яваплăх пирĕншĕн тата пӗр сӑмахсӑр пире шанни пулса тăрать, пӗрлӗх, пӗчӗккинчен пуҫласа асли таранах хастар хутшӑнни ҫинчен калать. Уйрӑм предпринимательсем нумайӑшӗ пире пулӑшаҫҫӗ: Азатпа Зумайра Файзуллинсем массетьсем явма, ҫавӑн пекех пирӗн боецсене мӗн кирлине пурне те упрама вырăн пачӗҫ, буржуйкасем хатӗрлеççĕ, сетьсемпе ун валли пир-авӑр хăйсен шутĕнчен туянчĕç. Ренатпа Лилия Ихсановсем боецсен тӗрлӗ заказĕсене пурнăçлама пулӑшаҫҫӗ -пиломатериалсенчен пуҫласа кабель таран чăн хакӗпе, тӗслӗхрен, пӗрре мар хӑйсен шучӗпе мӗн те пулин туянса, тĕслĕхрен машина УАЗ туянса. Ҫавӑн пекех "Лада", "СтройДом" лавккасем, "У Петровича" строй-база яланах пулăшаççĕ. Мамикон Вардикян, Флюза Абзалова ("Идеал" лавкка) кирек хӑҫан та пулăшма хирĕçлемеҫҫӗ, пире туяну хакӗпе мӗн кирлине, хӑш чухне хӑй шучӗпе те заказ туса параҫҫӗ. Унсӑр пуҫне Флюза кулленхи йӑлана хутшӑнать, ҫавӑн пекех массетьсем валли пир-авăр лентасем касать.
Ялсенче нумай ҫӗрте тата харпӑр хӑй чатсенче боецсемпе госпиталь валли кирлӗ укҫа-тенкӗ пуҫтарасси ҫинчен пӗлтерекен активистсем пур, пухнӑ хыҫҫӑн укҫа-тенке пирĕн "Все для фронта – Бижбуляк" фонд счечĕ çине куçараççĕ - ку вӑл Мореман Йăлпăлактамакран, Асия Григорьевна Файзуллина Аитран, Пăслăк ял совечӗн пуҫлӑхӗ Юрий Александрович Васильев, Альбина Романова Аитпа Пишпÿлекре. Усак-Кичупа Иттихат ҫыннисем госпиталь нушисем валли 100000 тенкӗ ытла материал туяннӑ. Хушăлкапа Каныкай, Ситекпуçĕнче пурӑнакансем хӑйсен çарти çыннисем валли кирлӗ япаласене питӗ хастар туянаҫҫӗ.
Пирӗн ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулӑшма пӗрлешнӗ ялсене палӑртас килет: Хушăлка, Сухоречка, Мăратăм, Исякай, Ҫӗнӗ Биктяш, Ситекпуç, Кистенлĕпуç, Кистенлĕ, Пăслăк, Усак-Кичу, Иттихат, Кунакăл, Дюсян, Аит, Каçкăн, Йăлпăлактамак, Ситек, Каныкай, Биккул, Демски совхозӑн ҫичӗ уйрăмĕнчен пиллӗкӗшӗ - Демски, Тулубай, Азнай, Набережнăй, Хомутовка.
Паянхи кун пысӑк ӗҫ малалла пырать. Аслă çул ҫитнине тата сенсор телефонӗ çуккипе пурте ушкӑнра пулма пултараймаҫҫӗ, анчах вӗсем пурте хастар хутшӑнаҫҫӗ, килте хатӗрлеҫҫӗ те пирӗн пункта илсе килеççĕ, ҫавӑн пекех укҫа-тенкӗ копилкӑра хӑвараҫҫӗ. Пысӑках мар укҫа-тенкӗ илекен пенсионерсенчен нумайӑшӗ пирӗн пӗрлехи ӗҫе хӑйсен тӳпине хываҫҫӗ.
Эллина СУФЬЯНОВА,
"Все для фронта – Бижбуляк" фонд волонтерӗ.
Сӑнӳкерчӗксем: Эллина Суфьянован архивӗнчен.

 

 

 

Эпир ҫирӗп те шанчӑклӑ тыл
Эпир ҫирӗп те шанчӑклӑ тыл
Эпир ҫирӗп те шанчӑклӑ тыл
Эпир ҫирӗп те шанчӑклӑ тыл
Эпир ҫирӗп те шанчӑклӑ тыл
Эпир ҫирӗп те шанчӑклӑ тыл
Эпир ҫирӗп те шанчӑклӑ тыл
Эпир ҫирӗп те шанчӑклӑ тыл
Эпир ҫирӗп те шанчӑклӑ тыл
Эпир ҫирӗп те шанчӑклӑ тыл
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: